Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çимĕк кунĕ

Паян чылай ялсенчи масарсем çине çынсем пухăнĕç. Чăвашсен вилнисене асăнмалли, сăвапламалли кунне – Çимĕке – аякри хуласемпе регионсенче пурăнакансем те килсе çитĕç. Пĕр районтах пурăнатпăр пулин те, тĕрлĕ ялсенче асăннă уява расна кунсенче паллă тăваççĕ. Тĕслĕхрен, акă, карапашсем масар çине иртнĕ кĕçнерникунах кайнă. Çак хутлăха кĕрекен Вăрман Пилемĕч ялĕнче пурăнакансем вара ваттисене ыран – вырсарникун, асăнĕç. Яланхи йăлапа масарсем çинче пачăшкăсем те кĕлĕ ирттереççĕ. Карапашра ку мероприятие Шуршăл ялĕнчи чиркÿ священникĕ Георгий атте туса пычĕ.

Çимĕк умĕнхи малтанхи каçа хăш-пĕр ялсенче «сăтăр каçĕ» теççĕ. Ун чухне ялти çамрăксем çывăрма та пĕлмеççĕ пулĕ (паллах, юлашки çулсенче ку йăла манăçа тухса пырать). Пĕр-пĕрне килĕштерекен хĕрпе каччă патне хăмасенчен, пăчкă кĕрпинчен е тата ытти япаларан сукмак хываççĕ. Эх, лешсен ирхине тăрсан çын куриччен ĕштеленме тивет вара. Тепĕр чухне çамрăксем килĕрен тенĕ пек, камсен тĕлĕнче вут-шанкă, хăма, кирпĕч тавраш выртать, çавсене те сапаласа тухаççĕ. Çавăнпа та ял халăхĕ Çимĕк çывхарнă чухне урамри пур япалана та пуçтарса кĕме, типтерлеме васканă. «Хальхи çамрăксем ку йăлана манса пыраççĕ. Астăватăп-ха, ялта пĕррехинче купаласа лартнă пурана салатса, ун варрине трактор лартса хăварса ăна каялла пуçтарса хăварнăччĕ. Çимĕк кунне вара хуçи тимĕр «урхамахне» çур кун ытла шыраса ăна аранах пура ăшĕнче тупнăччĕ», – кулса аса илет çамрăклăхне Карапаш ялĕнчи Акуç аппа.

Çимĕк умĕн чăвашсем сиплĕ мунча кĕнĕ. Унта çĕнĕ милĕкпе тата тĕрлĕ курăксенчен хатĕрленĕ шывпа çăвăннă. Çакăн пек туни чир-чĕрсенчен сыватнă, усал-тĕселтен хăтарнă имĕш.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
02 июня 2012
00:00
Поделиться