Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Утса та чупса пурăнас ĕмĕре тăсатпăр

«Сывлăхран хакли нимĕн те çук», – тетпĕр эпир чылай чухне. Анчах та темшĕн пирĕнтен нумайăшĕ çак сăмахсене ăша хывмасть. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнмасăр пуçне пирус тĕтĕмĕпе, эрех-сăрапа минретет, пушă вăхăтне уçă сывлăшра мар, сенкер экран умĕнче диван çинче ларса ирттерет. Тепĕр чухне телей пуçламăшĕ те сывлăхрах мар-ши тесе шухăшлатăн. Ара, сывă ашшĕ-амăшĕнчен сывă ача кун çути курать, сывлăх пулсан кил-çурт та лартăн е туянăн, сывлăхлă, чир-чĕрсĕр çын кашни кун çутипе савăнать. Апла пулсан телей уççи хамăрăн алăра, унпа тĕрĕс усă курма кăна пĕлмелле.

Çакна шута илсех пулĕ район администрацийĕ, физкультурăпа спорт системинче ĕçлекенсем халăх сывлăхĕшĕн нумай тăрăшаççĕ. Ака уйăхĕнче кăна физкультурăпа спорт комплексĕнче шывра ишес енĕпе «Сенкер хум» акци иртрĕ. Унта чылай организацисемпе предприятисенче, вĕрентÿ учрежденийĕсенче вăй хуракансем хутшăнчĕç. Çакăн хыççăн халиччен бассейна кайса курманнисем те малашне унта çÿреме палăртрĕç.

Çак эрнере вара пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн район территорийĕнче чупса тата утса сывлăха çирĕплетмелли кунсем иртрĕç. Сывлăх акцийĕ вăхăтĕнче тĕрлĕ сферăра тăрăшакансем хулари стадиона ятарлă графикпа черетленсе тухрĕç. Кунсерен кунта халăх хĕвĕшрĕ темелле. Пĕр-пĕр организацире ĕçлекенсем хăйсен вăхăчĕ тухсан саланаççĕ те, вĕсен вырăнне теприсем килеççĕ. ФСК ĕçченĕсем вара организаци-предприятисенче вăй хуракансем пĕтĕмĕшле миçе çухрăм утнине е чупнине шутларĕç (пĕтĕмлетÿсемпе хаçатăн çитес вырăсла кăларăмĕнче паллаштарăпăр). Çапла вара виçĕ çухрăм утни пĕр çухрăм чупнипе танлашрĕ. Палăртмалла, кун йышши мероприятисем ял хутлăхĕсенче те иртрĕç. Тен, çак акцие хутшăнакансен пысăк мар проценчĕ те пулин тинех «хăйĕнпе юнашар çÿрекен», анчах та пачах та аса килмен сывлăхĕ пирки шухăшла пуçлĕ, ăна çирĕплетме тата аталантарма ăнтăлĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
26 мая 2012
00:00
Поделиться