Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Шыв хĕрне чĕнет сар хĕвел

Хĕртсе пăхакан сарă хĕвел пире хамăр сиссе ĕлкĕричченех пĕве е юханшыв хĕрнелле илсе çитерет. Шывĕ халлĕхе сивĕрех-ха, анчах та Ачасене хÿтĕлемелли кунпа пĕрле шыва кĕмелли тапхăр та пуçланать. Çавна май райадминистрацин ятарлă программăсен уйрăмĕн ертÿçипе Н.Борисовпа тата РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин шывра çÿрекен пĕчĕк йышши кимĕ-карапсен патшалăх инспекцийĕн (ГИМС) Сĕнтĕрвăрринчи участокĕн аслă инспекторĕпе С.Николаевпа çыхăнтăмăр.

Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кашни ял хутлăхĕнчех шыв хĕрринче канмалли ятарлă пĕр вырăн та пулин пулмалла. Унта шыв çинчи хăрушсăрлăх йĕркисемпе паллаштаракан тата ятарлă паллăсем вырнаçтармалла. Çакăн çинчен калакан сĕнÿллĕ çырусене ял тата хула хутлăхĕсен пуçлăхĕсем патне яма тытăннă та. Район территорийĕнче паянхи кун тĕлне шыва кĕмелли пĕр ятарлă пляж кăна. Вăл физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен «Шурă чулсем» комплекс çывăхĕнче вырнаçнă.

Хисеплĕ вулакансемпе районта пурăнакансем, çу кунĕсенче шыв хĕрринче асăрханулăха самантлăха та ан çухатăр. Ачасемпе сыхă пулмаллине те асрах тытăр.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
26 мая 2012
00:00
Поделиться