Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Нумай ачаллă çемьере пулнă

Урхас Кушкă ял хутлăхĕнчи культура аталанăвĕпе библиотека тивĕçтерĕвĕн Центрĕнче ĕçлекенсем иртнĕ эрнере, тĕрĕсрех, Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче Ольгăпа Алексей Тарасовсен çемйине çитсе килнĕ.

Уяв кунĕнче çапла тума сăлтавĕсем сахал мар пулнă, пĕрремĕшĕнчен, нумаях пулмасть çемьере пиллĕкĕмĕш ача çуралнă. Пепкене Аттил ят хунă. Алексей Михайлович кил хуçи, чăваш культурипе, мăн асаттесен йăли-йĕркисемпе хытă кăсăкланаканскер, ачисене çуралсан ĕлĕкхи чăваш ячĕсене пама кăмăллать.

Халĕ çак çемьере пилĕк ача (виçĕ хĕрпе икĕ ывăл) çитĕнет. Ашшĕпе амăшĕ ĕçчен тата вырăнти художество пултарулăх ушкăнĕн активисчĕсем пулнине кура, ачисем те вĕсенчен тĕслĕх илме кирлĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
26 мая 2012
00:00
Поделиться