Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ырă пуçару

Сывă пурнăç йĕркин уссине кашниех пĕлет. Иртсе пыракан эрне те çакна туллин çирĕплетсе пачĕ, ăна халалланăскер пулчĕ.

Çак эрнери ытларикун хулан тĕп стадионĕнче «Сывлăх сехечĕ» иртрĕ. Чупассипе тата сывлăхшăн утассипе çыхăннă пĕрлĕхлĕ старта Сĕнтĕрвăрринчи тĕрлĕ предприятисемпе организацисен, учрежденисен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Ырă тĕслĕх кăтартса, мероприятие Ю. Моисеев уçрĕ, аллă ытла ертÿçĕ вара унăн пуçарăвне хапăлласа йышăнса стадионти чупу çулĕсем çине тăчĕ.

Сывлăхлă пурнăçа кăмăллакан хула çыннисем те стадиона пуçтарăнчĕç çав кун. Мероприяти юлташла футбол матчĕпе вĕçленчĕ. Çак ырă пуçару хула çыннисем хушшинче те, ял ĕçченĕсем хушшинче те йăлана кĕрсе анлă сарăласса шанас килет.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
26 мая 2012
00:00
Поделиться