Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çутă малашлăха чĕнекен юлашки шăнкăрав

Шăнкăр-шăнкăр! янăрарĕ таврара шăнкăрав сасси. Шкул пĕтерекен яш каччăсемпе чипер хĕрсемшĕн вăл юлашки пулчĕ. Пирĕн районти шкулсенчен кăçал 230 ача 9-мĕш, 151 ача 11-мĕш классенчен вĕренсе тухĕç.

Хулари 1-мĕш номерлĕ Гимназие шкул саккипе сывпуллашакансене саламлама, ырă кун-çулпа çутă малашлăх сунма район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Н. Краснов, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕ Д. Камбулова, ашшĕ-амăшĕсемпе хăнасем тата ыттисем те килсе çитнĕ. Николай Димитриевич шкул пĕтерекенсене саламланă май çĕршыва юрăхлă çынсем пулма, район ятне яланах çÿллĕ шайра тытма, кирлĕ пĕлĕве илсен Сĕнтĕрвăрри хулине тата района каялла таврăнма сунчĕ. Асăннă мероприяти вăхăтĕнче вĕренÿре, спортпа культурăра, ăслăлăхра палăрнă ачасене грамотăсем парса хавхалантарчĕç.

Куççулĕсене шăла-шăла, пысăк пуласлăха ĕненекен, шанакан, кайăк чĕпписем пек, халь-халь амăшĕн çуначĕ айĕнчен вĕçсе кайма хатĕрленекен ачасене пĕрремĕш вĕрентекенĕсем, класс ертÿçисемпе гимнази директорĕ Т. Егорова, ашшĕ-амăшĕсем саламларĕç.

Юлашки шăнкăрав янăрарĕ пулин те, вунпĕрмĕшсем вĕренÿ çинчен çеккунтлăха та манмĕç. Вĕсен халĕ яваплă тапхăр – умра пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем. Вĕсене ăнăçлă тытса аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме ĕмĕтленет пулĕ кашни ачах. 9-мĕш класс пĕтерекенсем вара экзаменсем хыççăн хăйсен пĕлĕвне малалла шкултах анлăлатĕç е тĕрлĕ профессисене алла илме училище-техникумсене ăс пухма кайĕç.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
26 мая 2012
00:00
Поделиться