Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕрулми уйĕнче ĕç вĕçленнĕ

Иртнĕ ытларикун М. Тагеев фермер хуçалăхĕнче çурхи ĕçсем çĕрулми уйĕн юлашки лаптăкĕсем çинче пыратчĕç. Каç енне кунта «иккĕмĕш çăкăра» лартса та пĕтерчĕç. Вăл пĕтĕмпе 40 га йышăнчĕ. Пĕлтĕрхи сапассăр пуçне кăçал хуçалăх çĕрулмин суперэлита вăрлăхне 10 тонна туянса лартрĕ.

«Икĕ кун çурă хушшинче вĕçлерĕмĕр хĕрĕх гектар çинчи ĕçе. Çĕрулмине автомашинăпа уя турттарса тăракансем те, ăна суйласа, касса, тиесе хатĕрлекенсем те, «иккĕмĕш çăкăра» техникăпа лартакансем те тăрăшсах ĕçлерĕç, маттур пулчĕç», – тет хуçалăха ертсе пыракан М. Тагеев фермер, район Пухăвĕн депутачĕ. Унăн сăмахĕсемпе, чăннипех те, килĕшмелле.Эпир асăннă хуçалăха çитсе тухнă чух та çĕрулми уйĕн юлашки лаптăкĕсенче ĕç вĕресе тăратчĕ. Çĕрулми лартакан машинăна çаклатнă тракторччен (ун рулĕ умĕнче А. Каяхов çамрăк механизатор ларатчĕ) маларах уйри çĕре тепĕр трактор (унпа В. Желудков ĕçлетчĕ) çĕнĕ йышши культиватор-доминаторпа вĕтетсе йĕркелештерет. Ку хатĕре хуçалăх эрне каялла туяннă-мĕн. Çĕрулмине лартса пĕтернĕ хыççăн темиçе кунран хуçалăх анасем çине ретсем купалакан фрезаллă трактора кăларма хатĕрлет. Çапла майпа çĕрулмине октябрьскисем голландецсен технологийĕпе çитĕнтересшĕн. «Иккĕмĕш çăкăра» лартнă чухнех çĕре удобрени те, колорадо нăрринчен хÿтĕленмелли шĕвек те хывăнать. Ку ĕçе икĕ рабочи контроллесе тăрать.

Лартакан машина çинчи çĕрулми пĕтсе çитнĕ çĕре вăрлăх тиенĕ автомашина пырсах тăрать. О. Тихоновпа Н. Тюмеров водительсем механизаторсене вăхăтра тивĕçтереççĕ. Çапла, яваплă тапхăрта фермер хуçалăхĕнче тăрăшакансем каçхине 8-9 сехетченех ĕçрен уйрăлмаççĕ.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене фермер хуçалăхĕ районта чи малтисен шутĕнче акса пĕтернĕ. Çĕрулмисĕр пуçне кунта кăçал выльăх кăшманĕ (8 га), кукурузăпа хĕвелçаврăнăш (40 га), суданка курăк та (40 га) акса хăварнă.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
26 мая 2012
00:00
Поделиться