Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕç кăтартăвĕ ÿсет

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи культурăсене районăн кăçал 4500 гектар çинче акса хăвармалла пулсан, паянхи кун тĕлне палăртнă ĕçĕн ытларах пайне пурнăçланă. Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В. Васильев планăн 90 процентне яхăн пурнăçланине пĕлтерчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, районта çурхи ака ĕçĕсем кал-кал пынине палăртма кăмăллă. Уйрăм ялхуçалăх предприятийĕсене кĕрсе тухас пулсан, лару-тăру пур çĕрте те çырлахтаруллах мар, паллах. Районăн кăтартăвĕсем, тĕпрен илсен, «Нам ЭКО» ООО, М. Тагеев фермер хуçалăхĕ, «Куснар» ЗАО тата ытти хăшпĕр хуçалăхсем çинче никĕсленеççĕ.

Районăн тĕп аграрникĕ палăртнă тăрăх, «Нам ЭКО» ОООра, акă, пĕрчĕллĕ культурăсене 1000 гектар ытла çинче акнă. Çавах та çакăнпа лăпланасшăн мар-мĕн шуршăлсем – кăтартăва 2000 гектара çитересшĕн. Çĕрулми лартас ĕçе кунта вĕçленĕ. Ку культура 23 га йышăннă. Пахчаçимĕçе 3 гектар çинче акма ĕлкĕрнĕ. Пĕтĕмпе вăл 6 га йышăнмалла.

М. Тагеев фермер хуçалăхĕнче иртнĕ кĕçнерникун тĕлне техника 10 га çинче выльăх кăшманне акса пĕтерсе пулас кукуруза уйне куçнă. Сăмах май, шуршăлсем те ку ĕçе пуçăннипе пĕрех. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем вара фермер хуçалăхĕнче пĕтĕмпе 500 ытла гектар çинче акăнмалла.

Куславкка районĕнчи «Куснар» ЗАО пирĕн район çĕрĕсем çинче пĕрремĕш çул мар хуçалла ĕçлет. Кунта та часах пĕрчĕллĕ культурăсене акса пĕтерсе çĕрулми лартма тытăнаççĕ.

Чăнкасси тăрăхĕнчи тепĕр хуçалăх – А. Федоров фермерăн хуçалăхĕ пĕрчĕллĕ культурăсем акнипе пĕрлех пулас «иккĕмĕш çăкăр» уйĕнче активлă ĕçлет. Аса илтерер, планпа кунта пĕрчĕллĕ культурăсем 220 га, çĕрулми 185 га йышăнмалла.

А. Белов фермер хуçалăхĕ120 га çинче çурхи акана вĕçленĕ, 70 га çинчи люцерна уйне çĕнетнĕ.

«Звезда», «Восток» СХПКсенче, «Сентреш» агрофирмăра (пĕрчĕллĕ культурăсемпе пĕрле 20 га çинче çĕрулми лартнă) В. Плотниковăн фермер хуçалăхĕнче тата ыттисенче те май çитнĕ таран палăртнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшаççĕ темелле, Çавах та çурхи акан пахалăхне тытса пырасси хăшпĕр хуçалăхсенче, шел пулин те, пулса пымасть. Çакăн сăлтавĕсене уйрăм хуçалăхсем тăрăх çурхи ака ĕçне пĕтĕмлетнĕ чух тишкерме тăрăшăпăр.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
19 мая 2012
00:00
Поделиться