Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă

Пĕрлĕхлĕ информаци кунне ирттерме пирĕн района Чăваш Республикин юстици министрĕ Н. Прокопьева ертсе пыракан информаторсен ушкăнĕ килсе çитнĕ. Унта çаксем пулнă, республикăри «Чувашрессовпроф» профсоюз организацийĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ – социаллă пурнăçпа ĕçлĕх хутшăнăвĕсен пай заведующийĕ В. Ильин, Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Е. Казакова, ĕçлекенсен йышне йĕркелесе пыракан управлени пуçлăхĕн çумĕ – Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин моральпе психологи тĕлĕшĕнчен тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ А. Метельков, Чăваш Республикин муниципалитет тытăмĕсен Совечĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ В. Фошин тата Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин «Нива» вĕренÿ-курс комбиначĕн директорĕ В. Яковлев.

Информаторсен пĕр ушкăнĕ (Н. Прокопьева министр, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев, Сĕнтĕрвăрри хула администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Яковлев, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн заведующийĕ С. Арсентьева, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Н. Семенов) хулари 1-мĕш номерлĕ гимназин тата тĕп шкулăн ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă.

Информкунăн тĕп темисен шутĕнче – çуллахи каникул тапхăрĕнче республикăра ачасемпе çамрăксен канăвне йĕркелессипе, сывлăхне лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусем, çула çитмен ачасене тата çемьесене пусмăрлăхран, преступленипе çыхăннă усал ĕçсенчен хÿтĕлесси тата ыттисем те.

Çавăнпа пĕрлех информаци кунĕнче районпа хулан пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене те сÿтсе явнă. Тĕслĕхрен, Ю. Моисеев хăйĕн сăмахĕнче çамрăксемпе ачасенче патриотизм туйăмне аталантарас ĕçре вĕрентекенĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, çав тĕллевпе класс сехечĕсем ытларах ирттерме, районти хисеплĕ çынсемпе, ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕлпулусем йĕркелеме кирлине палăртнă.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
19 мая 2012
00:00
Поделиться