Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çемье телейĕ – ачасенче

Çемье телейĕн курки тулли те шанчăклă пуласси чылай чухне чун тĕпренчĕкĕсенчен килет.

Ывăнса ĕшенсен те, хуйхă пуссан та, чир-чĕр çыпăçсан та юратнă ачасен кулли пире сыватать, малалла пурăнма вăй-хал парать. Шăпах иртнĕ ытларикун – Çемье кунĕнче районти ЗАГС уйрăмĕнче тин çеç кун çути курнă ачасене чысларĕç. Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнакан Смородиновсем, Ивановсем тата Седлинсем çак кун тăванĕсемпе, ĕçтешĕсемпе тата юлташĕсемпе хăйсен савăнăçне пайларĕç.

Вĕсене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К. Федорова, Пенси фончĕн районти управленийĕн тата районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай ĕçченĕсем пынă.

Оксанăпа Николай Смородиновсен çемйинче иккĕмĕш ывăл Ярослав кун çути курнă. Çемье уявĕнче ăна пĕрремĕш документ – çурални çинчен калакан свидетельство пачĕç. Аслă ачи, Даниил, кăçал пĕрремĕш класс пĕтерĕ. Смородиновсем федераци бюджетĕнчен 387 пин тенкĕпе танлашакан амăшĕн капиталне илме тивĕç. Вĕсене йыш хутшăннă ятпа Пенси фончĕн районти управленийĕн представителĕсем саламланă май, çемье капиталĕпе усă курма ирĕк паракан Сертификат пачĕç.

Ивановсемпе Седлинсен вара виççĕмĕш пепкисем çут тĕнчене килнĕ. Çавна май вĕсене те районти социаллă хÿтлĕх паракан пай ĕçченĕсем амăшĕн (çемье) республика шайĕнчи капиталне илмелли свидетельствăсем пачĕç.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
19 мая 2012
00:00
Поделиться