Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕр кунта икĕ объект уçăлчĕ

Хамăр республикăра, хамăр тăрăхра туса кăларнă продукци пахарах та усăллăрах пулнине пирĕнтен чылайăшĕ ăнланса пырать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев лартнă тĕллев тăрăх, пирĕн магазинсен витринисем çинче Чăваш Енре тавар туса кăларакансен продукцийĕ ытларах та ытларах пулмалла. «Органика» ятпа уçăлакан магазинсем – шăпах çак тĕллеве пурнăçа кĕртнин тĕслĕхĕ. Иртнĕ эрнере çакнашкал ятарлă йышши магазин Сĕнтĕрвăрри хулинче уçăлчĕ. Ырă тĕслĕхе пурнăçа кĕртекенĕ Октябрьски райповĕ пулчĕ.

Универмаг, «Космос» кафе вырнаçнă çурта хирĕçри магазинта (унччен гастроном пулнă) халĕ республикăри, çак шутра хамăр районти, предприятисем туса кăларакан апат-çимĕç продукцине ирĕклĕн туянма пулать. Тĕслĕхрен, «Акконд» кондитер фабрики 250 ытла йышши издели кăларать. Çакнашкал пуян ассортимент малашне Октябрьски райповĕн магазинĕнче пулĕ. Çакă тавар туянакансемшĕн питех те меллĕ пулни каламасăрах паллă. «Акконд» фабрикăн кондитер изделийĕсемсĕр пуçне республикăри ытти предприятисен продукцийĕ те магазинта пысăк вырăн йышăнать. Ют çĕршыв çимĕçне мар, хамăр патра хатĕрленĕ, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцие кăмăллакансемшĕн çĕнелнĕ магазин тахçанах кĕтнĕ тăван вырăнĕнче пулма кирлĕ.

Вăл уçăлнă ятпа йĕркеленĕ мероприяти те пĕлтерĕшлĕ те асра юлмалла пулчĕ. Хулапа район çыннисене, хăнасене уяв ячĕпе малтанах чăваш эстрада «çăлтăрĕсем» савăнăçлă юрăсемпе саламларĕç, республикăри паллă предприятисем хăйсен продукцийĕпе – пылак çимĕçпе, сĕткенсемпе, тутлă шывсемпе – сăйларĕç. Октябрьски райпо Совечĕн председателĕ Р.Почемов вырăнти ассортиментпа çĕнелнĕ магазин Сĕнтĕрвăрринче йышлă пулакан туристсене те илĕртмелле пулнине палăртрĕ. Вĕсем урлă чăвашсен продукцийĕн чапĕ Раççейре, ют çĕршывсенче тата та анлăрах сарăлмалла.

Райпон ырă та пархатарлă ĕçне уява килсе çитнĕ хăнасем те – Сĕнтĕрвăрри районĕн пуçлăхĕ В. Морозов, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Яковлев– пысăка хурса хакларĕç.

Раççей кооперацийĕ нумаях пулмасть180 çулхи юбилейне паллă тунине шута илсе, райпо Совечĕн председателĕ Р. Почемов потребкоопераци системинче нумай çул вăй хунă ветерана А. Лукинана юбилей медалĕпе чысларĕ. Хăйĕн ответлă хуравĕнче ветеран потребкоопераци пурнăç тымарĕ пулнине уйрăммăн палăртрĕ.

Хĕрлĕ хăйăва касса магазина уçнă хыççăн халăх Чăваш Енри предприятисен апат-çимĕç продукцине черет тăрсах туянма васкарĕ.

Кăшт вăхăтран хулан Коновалово микрорайонĕнчи «Лада» суту-илÿ комплексĕ умне те халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Кунта Октябрьски райповĕн тепĕр объекчĕ – пиццери – ĕçлесе кайрĕ. Вăл суту-илÿ комплексĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă. Ăна та эстрада юрăçисем, вырăнти власть представителĕсем хутшăннипе савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Илемлĕ, хăтлă та типтерлĕ кафе кану вырăнĕ пулма кирлĕ. Кун пек чух эрех-сăрапа сутă туни вырăнсăр. Çакна шута илме тăрăшнă райпо ертÿçисем. Калăпăр, кафере ашшĕ-амăшĕсем тĕрлĕ йышши вĕри пиццăпа сăйланнă хушăра ачисем кунтах теттесемпе выляма пултараççĕ. Тин кăна кăмакаран тухнă пиццăна киле валли те туянма пулать. Унăн хакĕ пурне те çырлахтармалла. Кафере ĕçлекенсем кашни клиентах ăшшăн кĕтсе илсе вĕсен кăмăлне юрама тăрăшĕç.

Пĕр кунта икĕ объект парнелерĕ Октябрьски райповĕ хăйĕн юратнă çыннисене – сĕнтĕрвăррисене. Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне те çакă хăйне май парне пулчĕ. Акă, пиццери уçас умĕн кооператорсем уява çитнĕ кашни çынна алăран шарсем тыттарчĕç. Ун хыççăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асăнса, паян пурăнакан фронтовиксен ячĕпе шарсене тÿпенелле вĕçтерчĕç.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
12 мая 2012
00:00
Поделиться