Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Малтисем – шуршăлсем

Республика шайĕнче пирĕн районти çурхи ака ĕçĕсен кăтартăвĕсем хальхи тапхăрта япăх мар темелле. Çу уйăхĕн 10-мĕшĕнчи кăтартусем тăрăх, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене районта пĕтĕмпе 2000 яхăн гектар çинче акнă. Çакă планăн (аса илтерер, çурхи культурăсем 4500 га йышăнмалла) 40 ытла проценчĕпе танлашнă. Уйрăм ялхуçалăх предприятийĕсем хушшинче «Нам ЭКО» ООО, «Куснар» ЗАО малтисен йышĕнче пыраççĕ. Вĕсенче паянхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ культурăсене 500 яхăн гектар çинче акма ĕлкĕрнĕ.

«Нам ЭКО» ООО хăйĕн техникине çĕрулми ани çине те кăларнă. Ир пулакан «Жуковский» сортлă çĕрулмие кунта 12 гектар çинче лартнă. Çак ĕç малалла пурнăçланать. Районĕпе илсен, кăçал «иккĕмĕш çăкăра» 510 га çинче лартса хăвармалла.

М. Тагеев фермер хуçалăхĕнче çурхисен лаптăкĕ халлĕхе 200 ытла гектарпа танлашнă. Кунта 120 гектар пăрçа культури йышăннă. «Звезда» СХПКра та пĕрчĕллĕ культурăсене 200 яхăн гектар çинче акнă. А. Белов, В. Плотников, А. Федоров фермерсен хуçалăхĕсенче те çурхи ака ĕçĕсем анлăланса пыраççĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
12 мая 2012
00:00
Поделиться