Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçлĕ канашлу

Виçĕмкун район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче йăлана кĕнĕ ĕçлĕ канашлу иртрĕ. Унăн ĕçне районти тĕрлĕ предприятисемпе учрежденисен, организацисен ертÿçисем, хула, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин тĕрлĕ пайсемпе секторĕсен пуçлăхĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Чи малтанах калаçу Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче Аслă Çĕнтерÿ уявне мĕнле хатĕрленсе ирттерни тавра пычĕ. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçнă ветерансене сума сăвасси пирĕн пĕрремĕш тивĕç. Çавăнпа та Çĕнтерÿ кунне уявласси çÿллĕ шайра пулмалла, ăна кашни çулах анлăрах та интереслĕрех ирттерме тăрăшмалла», – терĕ Юрий Федорович, тин çех иртсе кайнă уяв мероприятийĕ пирки каланă май. Вăл, яланхи пекех, канашлăва пухăннисем умне яваплă задачăсем лартрĕ, умра тăракан çивĕч те чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсене палăртрĕ.

Канашлура çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Н. Краснов, тепĕр çумĕ К. Федорова, шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Г. Григорьев, ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В. Васильев тата ыттисем те тухса калаçрĕç.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
12 мая 2012
00:00
Поделиться