Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнтерÿçĕсене сума суса

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çапса аркатнăранпа 67 çул çитрĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунне пур çĕрте те анлăн паллă турĕç. Мускавра, Шупашкарта тата ытти хуласенче çак чаплă уяв ячĕпе çар парачĕсем иртрĕç, вĕсем пирĕн хĕçпăшаллă вăйсем çÿллĕ шайра пулнине, эпир кирек епле тăшманран та хÿтĕленме пултарнине çирĕплетрĕç

Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче те Аслă Çĕнтерÿ кунне чаплă лару-тăрура паллă турĕç. Шел пулин те, вăрçă ветеранĕсен йышĕ çултан-çул палăрмаллах чакать, пĕлтĕр Çĕнтерÿ кунне 128 вăрçă участникĕ кĕтсе илнĕ пулсан, кăçал вĕсен шучĕ 60-тан та сахалтарах пулчĕ. Уяв мероприятийĕсене вара вĕсенчен чи çирĕпписем çеç хутшăнма пултарчĕç - А.Иванова, В.Яковлев, И.Таланцев, Е. Харитонова, П. Башкиров, В. Федоров, Н. Тихонов, В. Козловская, В.Александров, Я.Заплаткин, Л.Башкиров, Г.Иванов, М.Розин…Вăрçă участникĕсемсĕр пуçне уяв митингне тыл ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсен шутĕнче – М. Петрова, В. Блинов, А. Белов тата ыттисем те. Пурте вĕсем уява кăкăр çине çакнă орден-медальсемпе хăйне май илемлĕх кÿчĕç.

Çак кун çанталăк та çынсен кăмăлне юрама тăрăшрĕ, кунĕпех хĕвел ăшшăн пăхрĕ, çумăр пĕлĕчĕсем таçта аякра канлĕн тĕлĕрчĕç, хăйсен куççульне юхтармарĕç. Анчах та вăрçă участникĕсен те, тыл ĕçченĕсен те куçĕсем чылаях шывланчĕç. Вĕсем хăйсен асаилĕвĕсенче чуна çÿçентерекен вăрçă çулĕсене тепĕр хут тавранчĕç, çапăçу хирĕсенче çухатнă юлташĕсене аса илчĕç. Ара, питĕ хакла ларчĕ-çке Аслă Çĕнтерÿ! Вăрçа хутшăннисенчен чылайăшĕ каялла таврăнайман. Пысăк çухату кашни çемьенех пырса тивнĕ. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, пирĕн çĕршыв фашист эшкерĕсене пула 20 миллион çын çухатнă. Пирĕн районтан вара хаяр тăшманпа çапăçма 10095 çын тухса кайнă, 7722-шĕ каялла таврăнайман, çапăçу хирĕсенчех выртса юлнă.

…Палăртнă вăхăт тĕлне район администрацийĕн çурчĕ патне вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, районти организацисемпе учрежденисен, вĕрентÿ заведенийĕсен тата предприятисен коллективĕсем, обществăлла организацисен тата çамрăксен юхăмĕсен представителĕсем пуçтарăнчĕç. Уява пынисене «Единая Россия» партире тăракансем тата çамрăк гвардеецсем ятарлă хăюсем (Георги ленти) валеçсе тухрĕç.

Кĕçех уява пуçтарăннă халăх Николаев урамĕнче «чĕрĕ» колоннăна вырнаçса тăчĕ. Е. Соколов ертсе пыракан вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ марш выляса ярсан колонна вырăнтан хускалчĕ, Атăл хĕрринчи урама, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк патне, çул тытрĕ. Афганистан тата Чечня вăрçисенче пуç хунисене асăнса лартнă палăк патĕнче (ачасен вулавăшĕ умĕнче) колонна чарăнса пĕр хушă шăп тăчĕ. Кунти палăк патне чечексем хурсан колонна малалла çул тытрĕ. Ăна Культура лапамĕнче шкул ачисен «чĕрĕ» коридорĕ кĕтсе илчĕ, вĕсем вăрçă ветеранĕсене чечексем парнелерĕç.

Вунă сехетре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк патĕнче уяв митингĕ пуçланчĕ. Ăна район пуçлăхĕ В. Морозов уçрĕ. Унсăр пуçне вăрçă ветеранĕсене тата уява пуçтарăннисене (4 пин çын ытла) район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев, Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Сĕнтĕрвăрринчи уйрăмĕн представителĕ А. Демидов саламларĕç. Вăрçă участникĕсен ячĕпе Н. Тихонов вăрçă ветеранĕ сăмах илчĕ. Вăл ветерансен йышĕ çултан-çул самаях чакнине, çавна пулах малалла пурăнакан ветерансен шăпишĕн вырăнти влаçăн тата ытларах тăрăшмаллине палăртрĕ. Çамрăк ăру ячĕпе Октябрьскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти кадетсен класĕнче вĕренекен, ЧР Президенчĕн стипендиачĕ Э. Иванова тухса калаçрĕ. Вăл вăрçă ветеранĕсене Аслă Çĕнтерÿшĕн, иксĕлми хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн чĕререн тав турĕ, вĕсен сăваплă ĕçне малалла тăсма, вĕсенчен ырă тĕслĕх илме сăмах пачĕ.

Унтан митинга хутшăннисем вăрçăра пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Таврана автоматсенчен пенĕ салют янраса саланчĕ. Ветерансемпе ĕç коллективĕсем палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Шкулсенчен килнĕ çамрăк армеецсем, çамрăксен тĕрлĕ юхăмĕсен тата обществăлла организацийĕсен ушкăнĕсем (вĕсен шутĕнче – кадетсем, çамрăк космонавтсем, çеçпĕлçĕсем) палăк умĕнчен торжествăлла маршпа утса иртрĕç.

Уяв мероприятийĕн торжествăлла пайĕ вĕçленнĕ хыççăн вăрçă ветеранĕсем тата ыттисем те Культура лапамне пуçтарăнчĕç. Кунта вĕсене вырăнти «çăлтăрсем», ташă ăстисем, вырăс халăх тата ветерансен хорĕсем концерт номерĕсем парнелерĕç. Унтан вăрçă участникĕсене уяв кĕрекинче хăналарĕç, тутлă апат-çимĕçпе тата фронтри «çĕр грампа» сăйларĕç.

Çак кун пирĕн районта ытти уяв мероприятийĕсем те иртрĕç. Сăмахран, футбол вăййине юратакансем хула стадионĕнче пуçтарăнчĕç, ушкăнсене пайланса пĕр-пĕринпе тупăшрĕç, мечĕк хыççăн киленсе чупрĕç.

Уяв каçалапа та тăсăлчĕ, хулари Культура лапамĕнче дискотека иртрĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
12 мая 2012
00:00
Поделиться