Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тасатсан – пур çĕрте те илемлĕ

Çурхи ыркăмăллăх акцине Уплер ялĕнче пурăнакансем те активлăхутшăнчĕç. Палăртнă кун, ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче вĕсем Комсомольски урамĕ пуçне йышлăпуçтарăнчĕç

Хăшĕсен аллинче – кĕрепле е сенĕк, теприсен – пушăмихĕсемпе кĕреçе. Ĕçĕ те нумай пулчĕ. Вăйпитти арçынсем, А. Добров, В. Алексеев, В. Волков, В. Борцов ĕнесене прививкăсемпе укол тума уйăрнă ятарлă лаптăка типтерлерĕç, выльăхсене çыхса тăратмалли каштасемпе, çĕрнĕ юпасене çĕннисемпе улăштарчĕç, хĕрарăмсемпе çамрăксем асфальт çулăн икĕ айккипе, масар енне çаврăнса каякан çырма юппинче хĕл каçиччен пуçтарăннăтĕрлĕ ăпăр-тапăра, ĕнесем кĕтÿре çÿрекен вырăнсенчи хыт-хурана пуçтарса типтерлерĕç. Çак ĕçре кăнтăрла иртичченех тăрмашрĕç ял çыннисем. Уйрăмах М. Плотникова, З. Козина, В. Волкова, Н.Яковлева, Т. Молярова, Г. Атласов вăтам çулхи çынсемпе Н. Волковпа Т. Козлов çамрăксем хастар пулчĕç.

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчи Çуркуннепе Ĕç уявĕн кунĕнче шыв башни патĕнче тавралăха тирпей-илем кĕртессипе çыхăннăытти ĕçсем малалла тăсăлчĕç. Петрпа Геннадий Моляровсем (пиччĕшĕпе шăллĕ) шыв пăрăхĕпе крана юсарĕç, хĕрарăмсем – Т. Борцова, Л.Исакова, Р. Никитина, В. Молярова ял халăхĕн выльăхĕсене валли шыв ĕçме лартнăвалашкана шăпăрпа хырса шăлса тасатрĕç, тăрĕ шыв тултарчĕç, башня çывăхĕнчи тавралăха типтерлерĕç. «Тасатсан – пур çĕрте те илемлĕ иккен», – терĕç вĕсем, хăйсем тунăĕçне хакланăмай.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
05 мая 2012
00:00
Поделиться