Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Уйрăм граждансен техники тимлĕхре пулĕ

Ăна яланхи пекех Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕ ирттерет. Çак инспекцин ĕçĕ тракторсене, вĕсен прицепĕсене тата ытти çакăн йышши машинăсене тĕрĕслесе тăрассипе тÿрремĕн çыхăннă. Апла пулсан çÿлерех асăннă тапхăр хушшинче кунашкал техника уйрăмах тимлĕхре пулĕ. Çул-йĕр тата техникăпа ĕç сыхлавĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерет-и вăл. Патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухса ятарлă допуск илнĕ-и руль умне ларакан. Чи кирли вара – техникăна регистрациленĕ-и. Çак ыйтусем кил хуçалăхĕнче тракторсем тытакан граждансемшĕн çĕнĕлĕх мар пулсан, вĕсем кирлĕ требованисене вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ пулсан, пăшăрханмаллиех çук. Йĕркелĕх çинчен маннисен вара туманнине е туса çитерейменнине хăвăртрах пурнăçлама тăрăшмалла.

Профилактика операцине ирттерме йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕ (унта патшалăх техника надзор инспекцийĕн Çĕрпÿ тата Сĕнтĕрвăрри районĕсемпе ĕçлекен инспекторĕ Ю. Григорьев та кĕрет) çавăн пекех регистрацилемен тата пĕлтĕр техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман уйрăм граждансен тракторĕсене тупса палăртса утилизацилессипе те ĕçлет. Ку ĕçре ăна вырăнти хутлăх администрацийĕсем те пулăшмалла.

Ялхуçалăх предприятийĕсенче çураки умĕн техникăна тĕрĕслесси хыçа юлчĕ темелле. Ятарлă график тăрăх çак мероприяти хуçалăхсенче иртнĕ кун вăл е ку территорире пурăнакан уйрăм граждансем те хăйсен тракторĕсене техника тĕрĕслевне илсе тухмаллаччĕ. Ку йĕркене пур хутлăх территорийĕнче те кирлĕ пек пăхăнни халлĕхе çукрах. Регистрациленĕ техникăн йышĕ пур темелле, анчах та палăртнă вăхăтра пĕрлехи тĕрĕслеве тухакансен шучĕ пĕчĕк. Юлашки çулсенче Карапаш тата Хуракасси ял хутлăх территорийĕсенче пурăнакан граждансем ырă тĕслĕх кăтартнине палăртмалла.

Карапаш территорийĕнче кунашкал тĕрĕслев çак эрнери ытларикун иртрĕ. Хăйсен кил хуçалăхĕнче тракторсем тытакан граждансен ушкăнĕ тĕрĕслеве активлă хутшăнчĕ. Типтерлĕ, сăрланă, пĕр рете тăратнă техникăн юсавлăхне инспектора тĕрĕслеме те кăмăллă пулчĕ. Пĕр теçетке трактор тĕрĕслев витĕр пысăк кăлтăксемсĕр тухрĕ.

Шел те, Аксарин хутлăх территорийĕнче кунашкалли пĕр тĕслĕх кăна пулчĕ, урăхла каласан, кунта пĕр çын çеç хăйĕн тракторне тĕрĕслеве илсе тухрĕ. Чăнкасси тăрăхĕнче те çаплах пулчĕ.

«Частник» профилактика операцийĕ, асăнтăмăр ĕнтĕ, район территорийĕнче старта тухрĕ, апла пулсан тракторсем тытакан граждансен хăйсен тивĕçĕпе яваплăхĕ çинчен пушшех те манас çук.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
28 апреля 2012
00:00
Поделиться