Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пулас салтаксене чысларĕç

Çуркунне пулас салтаксен те черетлĕ хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Çавна май çулсерен шкул саккипе сывпуллашакан арçын ачасене çар тивĕçне пурнăçлама хатĕрлес тĕлĕшпе район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн тата районти Культура çурчĕн ĕçченĕсем «Пулас салтаксен кунне» йĕркелесе ирттереççĕ.

Акă, çак эрне пуçламăшĕнче те виçĕ теçеткерен те ытларах яш Сĕнтĕрвăрринчи пултарулăх шкулĕнче пухăннă. Салтак атти тăхăнма хатĕрленекенсене саламласа «Здравница» халăх оркестрĕ кĕтсе илнĕ. Çамрăксемпе тĕлпулăва ЧР çар комиссариачĕн Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсен уйрăмĕн ертÿçи Э. Комиссаров, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К. Федорова, Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕ Н. Тихонов, Вăрçă, ĕç, хĕç-пăшал вăйĕсен тата право хуралĕн ветеранĕсен районти Канашĕн членĕ Л.Тихонова тата ыттисем те килсе çитнĕ. Пурте вĕсем çамрăксене ырлăх-сывлăх тата Тăван çĕршыва юрăхлă пулма ырă суннă.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
28 апреля 2012
00:00
Поделиться