Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пирвайхи генерал

Тăван ялăн паллă çыннисем… Хăйсен çĕршыв умĕнчи ырă, паттăр ĕçĕсемпе е ăслăлăхĕпе палăрса ахаль çынсенчен уйрăм тăнă, халăх асĕнче юлнă çынсем чăвашсем хушшинче те сахал мар. Тĕлĕнмелле интереслĕ, телейлĕ вăхăт пулчĕ пирĕншĕн, шуршăлсемшĕн, чаплăланса пурăннă юлашки çур ĕмĕрĕмĕр. Каламасăрах паллă, тăван ялăмăра асăнсанах кирек мĕнле тĕслĕхре те куç умне тÿрех мухтавлă ентешĕмĕрĕн – А. Николаев космонавт-летчикăн сăнарĕ тухса тăрать. Унтанпа кăçал 50 çул çитет. 1962 çулхи çурла уйăхĕнче тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ хыççăн Андриян Григорьевич авиацин генерал-майорĕн, Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕччĕ.

Тĕлĕнмелле те, шăпах çав паллă çулччен, çĕршыв историне кĕрсе юлнă 1962 çулччен, Мускавра пирĕн ялта çуралса ÿснĕ тепĕр паллă çын – çар пуçĕ, чăвашран тухнă пирвайхи генералсенчен пĕри – Аким Маркович Марков – пурăннă. Вăл çавăн чухне 69 çула çитсе, 1962 çулхи çу уйăхĕн пуçламăшĕнче тĕп хуларах вилнĕ.

А. Марков Шуршăлта 1893 çулта, чиркÿ-прихут шкулĕ уçăлнă хыççăн 9 çултан, çуралнă. Пултаруллă арçын ача вырăнти шкулта вĕреннĕ хыççăн (1905-1909 ç. ç.) Сĕнтĕрвăрринчи аслă училищĕре пĕлÿ илнĕ. Çакна палăртмалла, ун чухнехи патша Раççейĕн вăхăтĕнче халăх хушшинче хутла пачах та пĕлмен çынсем те пайтах пулнă-ха. Пĕлÿшĕн çунакан Аким вара малаллах талпăннă, хăйĕн уçăмлă тĕллевне пурнăçласа, çар ăсталăхĕн енĕпе аялти картлашкаран (прапорщиксен шкулĕнчен) пуçласа çÿлерех те çÿлерех хăпарса пынă, вĕренме Мускаври М. Фрунзе ячĕллĕ çар академине çитнĕ. Каярах Аким Маркович унтах оперативлă хатĕрлÿпе пĕтĕмĕшле тактика кафедрин аслă преподавателĕ пулса ĕçленĕ. Вăл 1918 çултан пуçласах Хĕрлĕ Çарта службăра тăнă, рота, батальон командирĕ пулнă, хăй вăхăтĕнче полкпа дивизие те ертсе пынă, штабсенче те ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пуçламăшĕнче вара чăваш генералĕ Хĕвеланăç тата Çурçĕр – Хĕвеланăç фрончĕсен йышĕнче хăйĕн çарĕсемпе Мускав таврашне хÿтĕленĕ, тапăнуллă çапăçусене те хутшăннă. Çавăн пекех тыла тивĕçтерекен 20-мĕш тата 27-мĕш çарсен командующийĕн çумĕ пулнă. А. Марков – çар наукисен кандидачĕ, Ленин орденне тата виçĕ хут Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. Мĕнле çын пулнă-ха генерал хăйĕн ентешĕсемшĕн, тăванĕсемшĕн çуралнă ялне килсе çÿренĕ-и тата ытти çинчен те пĕлес килет пирĕн. Шел те, ку енĕпе ун çинчен нумаях пĕлместпĕр çав эпир. Акă мĕн каласа панăччĕ кÿршĕри генерал çинчен ялти хисеплĕ ватăсенчен пĕри, Ефросиния Даниловна Данилова (сăмах май каласан, нумаях пулмасть çеç 90 çул тултарнăскер), «Эпĕ хам Шуршăлта çуралса ÿсмен, кунта качча кăна килнĕ. Эпĕ астăвасса Аким Маркович генерал пулнă ĕнтĕ. Вăл питĕ хÿхĕм, кĕрнеклĕ арçынччĕ. 50-мĕш çулсенче ялта нимĕнле ырлăх-меллĕх те пулман-ха. Вăл, Мускавра пурăнаканскер, çырмаран кĕвентепе шыв йăтса хăпаракан хĕрарăмсене шеллесе калаçатчĕ. Ун чухне ялта электричество та пулман, Аким Маркович вара телевизор çинчен каласа панине астăватăп. Генерал Шуршăла самолетпа (летчикпе пулĕ ĕнтĕ) вĕçсе килетчĕ. Вăл улăха анса ларсан, ачасем самолет курма пуçтарăнатчĕç.

А. Марковăн йăмăкне вара, Кĕтерне аппана, каярахри çынсем те астăваççĕ. Ăна, ачаранах чирлĕрехскере, пиччĕшĕ сипленме Мускава та илсе кайнă-мĕн. Аким Маркович йăмăкне кайран та пулăшсах тăнă, укçа, посылкăсем ярса панă. «Пирĕн Кирилл та ăслă çынах пулнă, учительте ĕçленĕ», – çапла каласа паратчĕ Кĕтерне аппа тепĕр пиччĕшĕ çинчен. Генерал йăмăкĕ, тĕн ĕненĕвне çирĕп пăхăнса пурăннăскер, сакăрвунă çултан иртсе çĕре кĕчĕ.

Куртăмăр ĕнтĕ, çур ĕмĕр каярахри 1962 çул шуршăлсемшĕн (паллах, вĕсемшĕн кăна та мар) паллă ентешĕмĕрсене сыпăнтаракан символлă чикĕ, чăваш генералĕсен хăйне евĕр эстафети пулнă. Уйрăм çын пурнăçĕшĕн 50 çул сахалах та мар пулĕ. Пурнăçăмăрта тĕлĕнмелли те, танлаштармалли те, хакламалли те, асра юлаканни те пайтах пулчĕ. Ара, тăтăшах пулакан пысăк улшăнусен, çĕнĕлĕхсен тапхăрĕнче пурăнатпăр мар-и.! Паянхи аталану шайĕнче ентешĕмĕрсем хушшинче пире татах та тĕлĕнтерекен, мăнаçлантаракан ăсчахсемпе паттăрсем пĕрре çеç мар пулĕç-ха. Эппин, чăваш ячĕпе малашне те мухтавлă, вăйлă пулар.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
28 апреля 2012
00:00
Поделиться