Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ылтăн алăллă

Çапларах калаççĕ Павел Евгеньевич Белов пирки Хуракасси ялĕнче. Чăн сăмахăн суйи çук тенине эпир пурте пĕлетпĕр, мĕншĕн тесен манăн хреснатте питĕ пултаруллă çын, вăл ăста художник те, платник те, пахчаçăпа утарçă та. Килĕнче унăн вуншар картина çакăнса тăрать, пурне те вăл хăй пушă вăхăтра ÿкернĕ. Шупашкарти ÿнер училищинче вĕреннĕскер, ÿкерчĕксем тума питĕ ăста вăл Пĕлтĕр шкулта хăйĕн ÿкерчĕксен куравне ирттерчĕ ăна пурте мухтарĕç тепĕр çул та выставка ирттерме сĕнчĕç. Хăшĕсем туянма та хатĕрччĕ унăн ĕçĕсене, анчах та сутасшăн пулмарĕ вĕсене художник

Вĕсен çурчĕ умĕнчен иртсе çÿрекенсем чарăнса чылайччен хреснатте ăсталанă эрешсемпе киленеççĕ, савăнса та тĕлĕнсе пăхса тăраççĕ, мĕнле илемлĕ вĕсем! Кунта автан та, ылтăн пулă та, юмахри ытти сăнарсене те курма пулать. Музейри пекех!

Юрлама та, ташлама та, сцена çинче тĕрлĕ сăнар калăплама та пултарать П. Белов. Чăн-чăн артист тейĕн Вăл ертсе пынипе «Шÿлкеме», «Кăсăя» фольклор ушкăнĕсем районта кăна мар, республикăн ытти кĕтесĕсене Чăваш Республикин тулаш енче чăвашсем пурăнакан регионсене те çитсе курнă, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. 2000-мĕш çулта «Кăсăя» ушкăн Турцие кайнине паянхи пекех астăватăп. Эпир унта тĕрĕк халăхĕсен фестивальне хутшăнма тивĕç пулнăччĕ. Ушкăн ертÿçи вара ун чухне те П. Белов, манăн хреснатте пулнă.

Тата çакна та палăртса хăварас килет, вĕсен туслă кил-йышĕ район чысне хÿтĕлесе «Çулталăкри чи лайăх çемье» конкурса хутшăнса республика шайĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнăччĕ. Валентина Ивановна мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
28 апреля 2012
00:00
Поделиться