Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Иксĕлми пуян тăван чĕлхем

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхин кунĕ. Ăна 1992 çулта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Президиумĕ çирĕплетнĕренпе çулсеренех пирĕн республикăра çеç мар, республика тулашĕнче те паллă тăваççĕ. Çак кун «кăвак çут чаршавне уçнă Улăппа»– Иван Яковлевич Яковлевпа –çыхăннă. Вăл чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, хальхи чăваш çырулăхне пуçарса яраканĕ. Енчен те вырăс халăхĕ Михаил Ломоносова хăйĕн «университечĕ» тенĕ пулсан, пирĕн «университет» – И. Яковлев. Халăх асĕнче вăл Аслă Вĕрентекен кăна мар, ăс-хакăл çулпуçĕ, ертÿçĕ. «Халăхăн ăс-тăнне, унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать, тăван чĕлхесĕр пĕлÿ çук», – тенĕ вăл.

Шăпах тăван чĕлхене халалласа юнкун хулари ача-пăча библиотеки умĕнче «Иксĕлми пуян тăван чĕлхем» ятлă уяв иртрĕ. Хĕвеллĕ те ăшă кун палăртнă вырăна Сĕнтĕрвăрри, Кукашни, Атăлçи шкулĕнчи кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсем пуçтарăнчĕç. Районти тĕп библиотека тата Культура çурчĕн ĕçченĕсем асăннă мероприятие харăсах чăвашла тата вырăсла ертсе пычĕç. Кунта тăван чĕлхе, тăван халăх çинчен калакан сăвăсем янăрарĕç. Акă, сцена çине тĕрлĕ эрешлĕ чăваш кĕпи тăхăннă пĕчĕк чиперуксем тухрĕç. Вĕсем шăхлич каласа юрлани вара чăвашлăх пирĕнте пĕтменнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Çавăн пекех Сĕнтĕрвăрринчи ача-пăча ÿнер шкулĕн фольклор ушкăнĕ те хăйĕн юрри-ташшипе куракансене савăнтарчĕ. Кукашни шкулĕнчи 8-мĕш класс хĕрĕсем пĕрре те артистсенчен кая пулмарĕç. 1-мĕш номерлĕ гимназире вĕренекен Андрей Седяков юрлани пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Çапла вара çак уявра чăваш сăмахĕ инçе кайрĕ, чăваш юррийĕ ян янăрарĕ. Пурте пĕрле пуçтарăнса тăван çĕре чунтан юратнине, тăван чĕлхемĕртен ютшăнманнине Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнă кун тепĕр хут çирĕплетсе патăмăр.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
28 апреля 2012
00:00
Поделиться