Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Чун йăпатмăшне шыранă май

Çĕр çине килнĕ пур çын та хăй валли чун йăпатмăшĕ шырать. Пĕри ăна юрă-ташăра курать, тепри – тĕрĕ-эрешре. Çатракасси ялĕнче пурăнакан Виталий Васильевич Иванов вара пушă вăхăтра карçинкка туса йăпанать

. Кил-тĕрĕшĕнче, пахча таврашĕнче питех те кирлĕ япалана ăсталама вăл куккăшĕнчен ача чухнех вĕренсе юлнă. «Çавăнтанпа пĕр хăнăхнă ĕçрен алă хăпмасть», – тет вăл. Тăванĕсене, юлташĕсене, ял-йыша Виталий Васильевич шкул çурчĕ (халĕ вăл хупăннă ĕнтĕ) çывăхĕнчи шыв-шур хĕрринче ÿсекен хăва хуллисенчен илемлĕ те тăпăл-тăпăл карçинккасем туса парать. Ăста алăсем явнă карçинкка чăтăмлă та вăрăм ĕмĕрлĕ. Çавăнпа та хăш-пĕрисем саккас парсах тутараççĕ ăна. «Халĕ унчченхи пек мар, пушă вăхăчĕ те ытларах çав, юратнă ĕçпе киленмелĕх те çитет вăл», – тет вырăнти ялхуçалăх предприятийĕнче трактористра, 12 çул хушши ял совет администрацийĕн пуçлăхĕнче вăй хунă Виталий Васильевич.

Кил хуçи Людмила Владимировна мăшăрĕпе икĕ ача çуратса ÿстернĕ, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхеллĕ виçĕ мăнукĕ те вĕсен кăмăлне çĕклеççĕ. «Пурнăç чечекĕсем пирĕншĕн чăн-чăн чун йăпатмăшĕсем», – теççĕ Ивановсем, мăнукĕсем çине кăтартса.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
28 апреля 2012
00:00
Поделиться