Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çурхи акана тухнă

Çанталăк условийĕсем районти ялхуçалăх предприятийĕсене акана тухма май парса пыраççĕ. Çак кĕçнерникун çурхи акана «Звезда» СХПК районта чи малтан тухрĕ. Палăртмалла, ытти хуçалăхсенчи техника та уй-хиртех тăрмашать. Çак эрне варринче В. Плотников фермер хуçалăхĕнче – кĕрхи çĕртмене, М. Тагеев фермер хуçалăхĕ нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкне сÿрелеме тухнă. Иртнĕ кĕçнерникун М. Тагеев фермер хуçалăхĕ çавăн пекех кĕрхи тулла апатлантарма пуçăннă. Çанталăк чăрмав кÿмесен ытти ялхуçалăх предприятийĕсем те çак эрнере уй-хир ĕçĕсене массăллă пуçăнмалла.

Акана пахалăхлă та кĕске тапхăрта ирттерсе яма районти хуçалăхсенчен чылайăшĕ тĕплĕ хатĕрленнĕ теме пулать. Районĕпе илсен, акă, минераллă удобрени запасĕ кирлин 70 проценчĕ чухлĕ пур. Удобренисемпе Шуршăлти «Нам ЭКО» ООО активлă усă курать, кунта вĕсене 300 тонна яхăн турттарса килнĕ. М. Тагеев хуçалăхĕнче, «Куснар» ЗАОра халлĕхе 100-шер ытла тонна хатĕрленĕ.

Акма кирлĕ вăрлăх районта çителĕклĕ. Çак эрне пуçламăшĕ тĕлне унăн 79 проценчĕ кондициллĕ шутланнă. Пĕрчĕллĕ культурăсен элита вăрлăхне кăçал «Нам ЭКО» ОООра кăна туянма пултарнă – 115 тонна.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
28 апреля 2012
00:00
Поделиться