Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнтерÿ уявне хатĕрленсе

Çу уйăхĕн пуçламăшĕ уявсемпе пуян. Акă, тепĕр икĕ кунран Çуркуннепе Ĕç уявне паллă тăватпăр. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче вара Аслă Отечествăлла вăрçăра ирсĕр фашистсене çапса аркатнăранпа шăпах 67 çул çитет. Çĕнтерÿ кунне тивĕçлипе кĕтсе илме, ăна чаплă лару-тăрура ирттерме пур çĕрте те халĕ тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Акă, пирĕн районта та ку тĕлĕшпе 17 çынран тăракан ятарлă оргкомитет йĕркеленĕ. Унăн председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К. Федорова.

Виçĕмкун асăннă оргкомитетăн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. «Аслă Отечествăлла вăрçăра паттăррăн çапăçса Тăван çĕршыва хÿтĕленисене эпир яланах сума сăватпăр. Çĕнтерÿ кунĕ вăл пирĕншĕн чи сумлă уяв. Çавна май Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче те ăна кирлĕ пек, çÿллĕ шайра ирттерме тăрăшмалла», – çапларах пуçларĕ хăйĕн сăмахне оргкомитет ларăвне уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Моисеев. Клавдия Николаевна вара кунта пухăннисен кашнин умĕнчи яваплăхĕ пирки тепĕр хут аса илтерчĕ. Çак сумлă уява хатĕрленнĕ май кунта вак-тĕвек ыйтусем пулмалла маррине, кашнин хăйне шаннă ĕçе тивĕçлипе пурнăçламаллине палăртрĕ.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ О. Львова паянхи кун тĕлне Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕсем 68 çын пулнине палăртрĕ. Вĕсене кашнинех уяв ячĕпе ăшă саламсемпе парнесем тивĕçĕç. Ытти çулсенче ветерансене парикмахерскисенче уяв ячĕпе тÿлевсĕр пулăшу парассине йĕркеленĕччĕ. Çак ырă йăлана кăçал та тăсма палăртрĕç. Культура программи те анлă пулĕ. Район центрĕн Атăл хĕрринче уяв ячĕпе ятарлă митинг ирттерме палăртнă, ун хыççăн савăнăçлă концерт пулĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем те ирттерме палăртнă.

Паллах, хулара çеç мар, районти ялсенче те уяв мероприятийĕсем иртĕç. Çавна май Çĕнтерÿ кунне тивĕçлипе кĕтсе илме пур çĕрте те тĕплĕн хатĕрленмелле, Аслă Отечествăлла вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă паттăр салтаксене халалласа лартнă палăксене, кунти тавралăха тĕрлĕ çÿп-çапран тасатса йĕркене кĕртмелле тата ытти ĕçсене те пурнăçламалла. Тем тесен те пирĕн вăрçă паттăрĕсене, аслă ăрури çынсене тивĕçлипе хаклама пĕлмелле.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
28 апреля 2012
00:00
Поделиться