Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ кĕнеке

Нумаях пулмасть Карапаш ялĕнче пурăнакан Алевтина Муссан (Треповăн) çĕнĕ кĕнеки куç тĕлне пулчĕ. «Килте кĕтеççĕ ачасем» –Чăваш писателĕсен Союзĕн членĕн пиллĕкĕмĕш кĕнеки.

Тĕрлĕ сăнÿкерчĕксемпе илемлетнĕ, тĕслĕ хуплашкаллă, пуян содержаниллĕ сăвăсен пуххи пурин кăмăлне те кайма тивĕç. А. Мусса хăйĕн пултарулăхне прозăллă сăвăсем хайласа та аталантарать. Акă, çÿлерех асăннă кĕнекене те «Аякри çăлтăр çути», «Кĕтетĕп» тата «Юрататăп» прозăллă сăвăсем пуянлатаççĕ.

Сăвăç хăйĕн произведенийĕсенче чунри пăшăрханăвне, телейпе савăнăçне, юратăвне, ыратăвне, тунсăхне уçса парать. Çав вăхăтрах унăн хайлавĕсенче пурнăçра кирлĕ те усăллă канашсем курма тÿр килет. Тĕслĕхрен, «Эп пуян!» сăвăра вăл пуянлăха укçа-тенкĕпе виçмест. Вулакан патне «Юнашар тус пулсан, пуринчен те эп пуян!» текен шухăша илсе çитерет.

«Кĕтмен инкек» сăвăра А. Мусса вут кăварпа асăрхануллă пулмаллине аса илтернĕ май, Петюк мучин мунчи те çак сăлтава пулах çунса кайнине палăртать.

Алевтина Мусса сăвăсем хайланă хушăрах ял, тăван тавралăх историйĕпе интересленет. Çĕнĕ кĕнеке авторне литература лаççинче пултарулăх, çитĕнÿсем, малашне те пуян содержаниллĕ произведенисем хайлама ырă сунас килет.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
28 апреля 2012
00:00
Поделиться