Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Улшăнмасăр пĕр ĕçре

Пĕр улшăнмасăр вăтăр çул ытла вăй хурать Октябрьски райповĕн Нишер ялĕнчи магазинĕнче Нина Ивановна Сергеева.

Урамра çил-тăман ахăрать-и е сив çумăр лÿшкет – ниме пăхмасăр Çатракасси ялĕнчен вăхăтра çитме тăрăшать вăл хăйĕн яланхи ĕç вырăнне.Нишер, Туçи, Щамал тата ытти вак ялсенчи халăхшăн çак магазин иккĕмĕш килпе танах.Халăх кунта тавар туянма çеç мар, таврара пулса иртекен хыпар-хăнара сÿтсе явма та, çăмăл килмен пурнăç çинчен пуплеме те тăтăшах пуçтарăнать.Нина Ивановна вара пурне те хапăл та тарават, тавар туянакансен кăмăлне те çырлахтарма тăрăшать.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
14 апреля 2012
00:00
Поделиться