Чунпа çамрăк та çивĕч ăслă
Чăн-чăн уяв иртрĕ нумаях пулмасть Кĕчкейри Культура çуртĕнче.«Ылтăн» çулсенчи хĕрарăмсем ăмăртрĕç çак кунĕ
Чи пултаруллă интереслĕ, илемлĕ асаннесен йышĕнче çаксем пулчĕç, Р.Васильева, З.Душкина, В.Гришина, З.Алюшинаĕ
Ăшă кăмăллă сăмахсемпе саламларĕ хăнасене Кĕчкей Культура çурчĕн методисчĕ М.Жандарова.Асаннесем вара куракансене илемлĕ юрăсемпе, такмаксемпе, ал ĕçĕпе савăнтарчĕçĕ
Уяв вĕри сăмавар умĕнче килти кукăльпе сăйланнипе вĕçленчĕĕ
Пирĕн асаннесем пурнăçри йывăрлăхсене сахал мар тÿссе ирттернĕ пулсан та чун çамрăклăхĕпе çивĕч ăсне çухатман. Эпир вĕсене çакăншăн тата ытларах кăмăллатпăрĕ
"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)