Асăрханăр!
Çуркунне çитнĕ май пĕвесемпе кÿлĕсенче, çырма-çатрара шыв-шур тулса кайнă.«Çапах та ялсенче çуртсене шыв илес хăрушлăх çук.
Анчах та Шуршăл ялĕн аялти пайĕнче тата Лапри Чăрăшкасси ялĕнче пурăнакансен асăрхануллăха çухатмалла мар», - тесе палăртать С.Ефимов, район администрацийĕн ятарлă программăсен уйрăмĕн специалисчĕ. Вулакансем, енчен те сирĕнпе инкек сиксе тухрĕ пулсан, 112 номерлĕ телефонпа шăнкăравламаллине яланах асра тытăр!
"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)