Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕлтерĕшĕпе уйрăлса тăрĕ

Эрне варринче район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ К. Федорова ертсе пынипе Акатуй уявне йĕркелекен комисси ĕçлеме пуçларĕ. Палăртмалла, аслă уяв темиçе паллă пулăмсемпе уйрăлса тăрĕ. Ку вăл чи малтан район йĕркеленнĕренпе 85 çул çитнине сумлă уявласси тата çавăн пекех хулан çуралнă кунне, пирĕн ентешĕмĕр, паллă востоковед Н. Бичурин кун çути курнăранпа 235 çул, А. Николаев космонавт тĕнче уçлăхне çĕкленнĕренпе 50 çул çитнине тата ыт. те паллă тăвасси. Апла пулсан кăçалхи Акатуй пĕлтерĕшĕпе тата анлăшпе уйрăлса тăрĕ, çавăнпа та ăна хатĕрленсе çÿллĕ шайра ирттересси тавра калаçрĕç те комисси членĕсем.

Ăна валли укçа-тенкĕ сахал мар тăкаклама тивет. Çавна май спонсорсене явăçтармасăр ниепле те май килмест. Ку енĕпе паянах пысăк тимлĕх уйăрса ĕçлемелли çинче те чарăнса тăчĕç ларăва хутшăнакансем. Тепĕр тĕп ыйту вăл асăннă уяв тĕлне хула сăн-сăпатне тирпей-илем кĕртесси пулчĕ. Ара, ун чухне района республикăри делегацисем çеç мар, Чăваш Ен тулашĕнчи хăнасем те килсе çитĕç. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Яковлев ку тĕлĕшпе ĕçлеме хăй çине яваплăх илчĕ.

Çитес уява хатĕрленнĕ май кун йышши мероприятисем час-часах пулĕç. Çавăнпа та çÿлерех асăннă комисси ĕçĕ-хĕлĕ тата хатĕрленÿ мĕнле пынипе эпир хамăрăн вулаканăмăрсене паллаштарсах тăрăпăр.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
17 марта 2012
00:00
Поделиться