Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хапăлласа йышăнаççĕ

Атăлçи ял хутлăхне кĕрекен Кушник ялĕнчи культурăпа медицина ĕçченĕсем ырă йăла пуçарса янă. Вĕсем хутлăхри юбилярсене килĕрен çÿресе саламлаççĕ, юрă-кĕвĕпе савăнтараççĕ. Сумлă çула çитнĕ ветерансемпе тивĕçлĕ канурисем кун йышши мероприятисене хапăлласах йышăнаççĕ, ырă йăла пуçаруçисене чунтан тав тăваççĕ. Акă, иртнĕ эрнере вĕсем икĕ çемьене çитсе килнĕ. Н. Мельниковпа (75 çулта) П. Томбачев (80 çулта) кил-йышĕ ватăсене сума сунăшăн питех те кăмăллă юлнă.

Ытти хутлăхсенчи культура ĕçченĕсем те çак ырă йăлана пуçăнсан аван пуласси каламасăрах паллă ĕнтĕ. Тивĕçлĕ канурисем те хăйсене хисепленĕшĕн савăнĕç, культура сферинче тăрăшакансен вара ячĕ-сумĕ ÿсĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
17 марта 2012
00:00
Поделиться