Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Телей те, пуянлăх та – ачасенче

«Телейлĕ пулас тесен ачасемпе пуян пулмалла. Ытларах çуралччăр вĕсем», – çапларах шухăша тĕпе хурать сумлă ветеран – Малти Пукаш ялĕнчи ЕВДОКИЯ МИХАЙЛОВНА АНДРЕЕВА. Иртнĕ шăматкун вăл шăпах 100 çул тултарчĕ. Паянхи кун кинеми ачисемпе те, мăнукĕсемпе те тивĕçлипех мухтанма пултарать.

Çын пурнăçĕнче хальхи вăхăтра сайра тĕл пулакан сумлă юбилее кинеми 17 мăнукĕпе, 19 кĕçĕн мăнукĕпе кĕтсе илчĕ. Хăй вăл ултă ача пăхса çитĕнтерсе анлă пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма вĕрентнĕ. Шел те, вĕсенчен иккĕшĕн ĕмĕрĕ амăшĕннинчен те кĕскерех килнĕ, апла пулин те вĕсен ыр йĕрĕ çухалман, ăна мăнукĕсем тăсаççĕ. Евдокия Михайловна хăй те пĕр мăнукĕн çемйипе тату пурăнать. Кĕçĕн мăнукĕ те ун таврах явăнать. Телей куркин вăрттăнлăхне, тен, вăл та пĕчĕкренех пĕлесшĕн, ÿссе çитсен унпа типтерлĕ усă курасшăн. Пирĕшти пек таса чунлă пĕчĕк ача ваттисен ăсне часах ăша хывакан-çке. Апла пулсан унăн телейĕ те анлă килмелле пек.

Çав анлăшра Евдокия Михайловнăн мĕн тÿссе ирттерме тивнине мăнукĕн пĕчĕк ачи халлĕхе пит чухламасть-ха. Вăхăчĕ çитсен пĕлĕ, ăнланĕ. Пирĕн вара, аслăраххисен, тулли ĕмĕр пурăнса та пурнăç илемне курма, туйма тата хаклама манман çын тĕслĕхĕ çинче те пулин танлаштару тăвасчĕ, хамăра курасчĕ.

Ытла та ир çитĕнме тивнĕ ĕлĕкхи ачасен. «Эсĕ 3-4 çулта кăна-ха, выля, кан», – тесе калаттарман пурнăç. Тăван амăшĕн сăнне те пит астусах каймасть пулĕ Евдокия Михайловна. Çулталăк çурăра чухнех вăл çурма тăлăха тăрса юлать – çуратнă амăшĕ пурнăçран уйрăлса каять. Ашшĕ, паллах, аллинчи пĕчĕк ачипе пĕччен пурăнаймасть. Евдокийăн часах çĕнĕ çемьене хăнăхма тивет. Ачалла вылясси, чупасси унăн чăпта çапнă çĕрте иртет. Тăватă çул тултарсан ашшĕ ăна кунсерен тенĕн хăйĕнпе пĕрле чăпта ĕçне илсе çÿрет. Çапла, мĕн пĕчĕкрен питех те йывăр пурнăçа, терт-нушана курса ÿсет ача. Тăватă çулта чухнех тата çав тери хыт чирлесе ÿкет. Чир аллинчен çăлăнаймасть тесех шутлаççĕ. Çук, Турри сиплевçĕсен аллипе сыхласа хăварать хĕрачана.

Иккĕмĕш çемьере пĕччен ÿсмен вăл, йыш ултă ача таран пулнă. Ĕçре пиçĕхсе, çитĕнсе пынă хĕр. Ĕçчен те çыпăçуллă пикене тăван Малти Пукаш ялĕнчи Алексей каччă асăрханă. Çамрăксем çемье çавăрнă, ытлă-çитлĕ пурнăç, ачасем çинчен ĕмĕтленнĕ, пĕтĕм вăй-хала ыр пурнăçшăн пама тăрăшнă. Кунашкал çынсене пурнăç тени çине-çинех тĕрĕслет мар-и çав. Хальхинче – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи. Евдокийăн мăшăрĕ юнлă çапăçу хирне тухса каять. Çамрăк арăм, амăшĕ пулма хатĕрленнĕскер, куççульпе ăсатать упăшкине вăрçа. Мăшăрне те фронтра çăмăл килмен, паллах. Çав хушăрах хĕрарăм та нумай нуша тÿсет. Ĕç нушине кăна мар. Вăрçă çулĕсенче килĕ-çурчĕ, хушма хуралти, выльăх-чĕрлĕхĕ йăлтах тенĕн çунса каяççĕ. Çапла, упăшки фронтран килне кĕл çине пырса кĕрет. Çемье каллех тăрăшса çĕнĕ пурнăç тума тытăнать.

Пач та çăмăл пулман çапла тума. Салтак вăрçăри паттăрлăхшăн орденпа таврăннă пулнă, анчах та хăрах урасăр. Пурпĕр пуçа усман çемье. Ĕçленĕ те ĕçленĕ ÿркенмесĕр, килти хуçалăха çĕкленĕ, тăван ялхуçалăх предприятийĕнче те ырми-канми тăрăшнă. Евдокия Михайловнăн ĕмĕрĕ çак хуçалăхрах, çĕр ĕçĕнчех иртнĕ. Шел те, хальхи вăхăта вăл упăшкипе кĕтсе илеймерĕ. Лешĕ вăтăр çул каяллах çĕре кĕнĕ. Хаяр çапăçу хирĕсенче илнĕ сурансем ахаль иртмеççĕ çав.

Пурнăçра ÿркенмен, харсăр та пултаруллă кинеми çĕр çулта та чĕрĕлĕхне çухатман-ха, хуллен çÿрекелет, пуплеме те вашават, хăлхи кăна кăшт «мăкалнă» темелле. Хăйне сумлă юбилейпе саламлама килнĕ йышлă тăван-хурăнташĕсемпе хăнасене те Евдокия Михайловна кăмăллăн йышăнчĕ. Килĕнче вĕсемпе калаçма та, ялти клубра тав сăмахĕ калама та вăй-хал çитерчĕ. Хăнасем вара ăна пĕрин хыççăн тепри тав турĕç, пархатарлă ватлăхĕшĕн, харсăр ĕçĕшĕн, ыр кăмăлĕшĕн. Октябрьски ял хутлăх пуçлăхĕ С. Назаров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп вăййисен чемпионки Е. Николаева, «Поддержка» патшалăх страховани компанийĕн Сĕнтĕрвăрринчи представительствин начальникĕ Г. Герасимова, Г. Медякова предприниматель (вăл уява чăваш эстрада «çăлтăрĕсене» илсе килнĕ) тата ыттисем те ăш сăмахсем каласа, парнесемпе хавхалантарса кинемие тата вăрăм кунçул сунчĕç.

 

И. НИКИТИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
25 февраля 2012
00:00
Поделиться