Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Инвалидсемшĕн тăрăшса

Ыр-сывă чухне çын пурнăçра çухалса каймасть. Ал-ура ĕçленĕ, сывлăх пур чух тепĕр çын куçĕнчен пăхасси çук ĕнтĕ. Çав хушăрах, тен, хамăрпа юнашарах айккинчи пулăшусăр, калăпăр, пĕр утăм ярса пусайманнисем те пур-çке.

Пĕри урипе, тепри аллипе сусăр, виççĕмĕшĕн куçĕ курмасть тата ытти те. Инвалидсене пирĕн тимлĕхсĕр, патшалăхăн пулăшăвĕсĕр питĕ йывăр та кăткăс. Çакна шута илсе вĕсен пурнăçне çăмăллатассине, хÿтĕлессине саккун хăй çине илнĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем уйăрма май паракан саккунăн ( «О квотировании рабочих мест для инвалидов в Чувашской Республике) эффективлăхĕ пĕчĕк мар. Çак эрне пуçламăшĕнче районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен Центр специалисчĕсем уйрăм учрежденисемпе организацисен представителĕсемпе шăпах çак саккун пирĕн районта епле пурнăçланнине сÿтсе яврĕç. Канашлăва, тĕпрен илсен,районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен Центр директорĕ Н. Семенов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К. Федорова, çавăн пекех Октябрьски райповĕн, халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай, вырăнти прокуратура представителĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Николай Георгиевич каланă тăрăх, çулталăк пуçламăшĕ тĕлне районта 1676 инвалид пурăнать, çав шутра 317-шĕ – ĕçлеме пултараканскерсем. Вĕсенчен 51-шĕ хăйсене тивĕçтерÿллĕ ĕç шырама пулăшу ыйтнă. Çуррине яхăн (çакă республикăра япăх мар кăтарту) ĕçпе тивĕçтернĕ.

Иртсе пыракан эрне пуçламăшне илес пулсан, районти ĕçпе тивĕçтерекен Центрта 19 инвалид учетра тăрать. Вĕсене меллĕ ĕç тупса пама çăмăлах мар, предприятисенче ятарлă (е инвалидсене тивĕçтерÿллĕ) ĕç вырăнĕсем çукрах. Çавах та йывăрлăхсене пăхмасăр кашни инвалид çумне çирĕплетнĕ специалистсем вĕсене тĕллевлĕ программăсемпе усă курса ĕçпе тивĕçтермелли майсене тĕрлĕ енлĕн уçса пама тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр, акă, 15 инвалида ятарлă ĕç вырăнĕ туса панă. Республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн инвалидсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернĕ (кирлĕ условисем туса парса) предприятисене патшалăх укçа-тенкĕ тăкакне саплаштарать – кашни ĕç вырăнĕ пуçне 50-шар пин тенкĕ тÿлет. Чир тата ĕç уйрăмлăхĕсене кура предприятисем инвалидсене ятарлă креслăсемпе, видеокамерăсемпе е ытти хатĕрсемпе тивĕçтернĕ.

Саккун тăрăх, ĕçлекенсен йышĕ çĕр çын ытла пулсан предприятин е организацин инвалидсене ĕç вырăнĕ туса памалла. Çав вырăнсен шучĕ ĕçлекенсен вăтам йышĕн икĕ проценчĕпе танлашмалла. Пĕлтĕр районта çĕр çын ытла йышлă икĕ организаци пулнă, Октябрьски райповĕ тата район больници. Вĕсем саккун ыйтнă пек инвалидсене ĕçе илсе кирлĕ условисем туса панă.

Пĕлтĕр виçĕ инвалид ятарлă программа шайĕнчех хăйсен ĕçне уçма 58 800 тенкĕ субсиди илнĕ. Пĕри кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе, тепри мăйракаллă шултра выльăх самăртассипе ĕçлеççĕ. Кунашкал категорие лекекенсен ыйтăвĕсене чи малтан тивĕçтерме тăрăшнă, бизнес-плансем хатĕрлеме те пулăшнă.

«2011-2013 çулсем валли йышăннă ведомствăн тĕллевлĕ программи шайĕнчех çичĕ инвалида вăхăтлăх ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ, ĕçленĕ хушăра вĕсене 1700-шер тенкĕ укçа тÿленĕ.

Кăçалхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне инвалидсене тивĕçтерме 13 ĕç вырăнĕ çирĕплетнĕ. Мĕнпурĕ вара 22 инвалид ĕçлет, апла пулсан плана ирттерсе пурнăçлани куçкĕрет.

Инвалидсене ĕç вырăнĕсем туса парасси çинчен калакан саккуна пĕлтĕр çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Çав çĕнĕлĕхсем ĕç вырăнĕсене аттестациленин кăтартăвĕсемпе çыхăннă. Аттестациленмен ĕç вырăнĕсем пур пулсан инвалидсене вырнаçтармалли ĕç вырăнĕсен шучĕ те чакма пултарать.

Тĕллевлĕ программа тăрăх кăçал районта тепĕр икĕ инвалид валли ĕç вырăнĕ туса памалла. Çакăншăн та предприятисемпе организацисене (енчен те вĕсем инвалидсене ĕçпе тивĕçтерсессĕн) патшалăх 50-шар пин тенкĕ парса саплаштарать. Кăçал çĕр ытларах çынпа ĕçлекен организацисен шутне районти полици пайĕ (Куславккари уйрăмпа пĕрлешнĕ хыççăн) кĕнине те палăртмалла. Çавăн пекех инвалид ачасен тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсен те халăха ĕçпе тивĕçтерекен Центр урлă ĕç шырама майсем пур. Ку тĕлĕшпе те патшалăх пулăшу парать.

И. ПАВЛОВА.  



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
25 февраля 2012
00:00
Поделиться