Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕç ветеранĕсен йышĕ ÿсет

Иртнĕ эрне вĕçĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче пулчĕ. Вăл район активĕн Культура керменĕнче иртнĕ анлă канашлăвне те хутшăнчĕ. Асăннă мероприятире Сĕнтĕрвăрри районĕн иртнĕ çулхи социаллă-экономика аталанăвпе тата малашлăх планĕсемпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç.

Çавăн пекех М. Игнатьев хăйĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, нумай çул хушши хăйсен ĕçĕсене тивĕçлипе пурнăçланă граждансене чаплă лару-тăрура «Чăваш республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçлипе пĕлтерекен удостоверенисем панă.

Çапла вара, пирĕн районта ĕç ветеранĕсен йышĕ ÿссех пырать.

Е. ИВАНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
25 февраля 2012
00:00
Поделиться