Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕç коллективĕсенче пулнă

Иртнĕ юнкун Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн йĕркипе республика тата районсен власть органĕсен представителĕсемпе депутатсенчен, предприятисемпе учрежденисен тата организацисен ертÿçисенчен тăракан информушкăнсем ĕç коллективĕсенче ял тăрăхĕсенче пулнă. Унăн кун йĕркипе килĕшÿллĕн çак темăсене сÿтсе явнă, республикăн 2011 çулхи социаллă-экономикăлла аталанăвĕн итогĕсем тата 2012 çулхи задачисем, çавăн пекех 2012 çулхи Раççей Федерацийĕн Президентне пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче суйламалли тапхăра хатĕрленесси.

Çав кун Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А. Николаев, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев, «Водоканал» директорĕ, депутатсен Сĕнтĕрвăрри район Пухăвĕн депутачĕ Н. Михайлов, РФ Пенси Фончĕн ЧР Управленийĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи пуçлăхĕ М. Маренина чи малтанах РФ Финанс министерствин казначейство уйрăмĕн тата Пенси фончĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Управленийĕн ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă. Анатолий Арсентьевич РФ Президенчĕн паянхи кун тĕлне регистрациленĕ кандидачĕсене асăннă. Вĕсен шутĕнче çаксем, РФ Правительство Председателĕ В. Путин, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕ, КПРФ фракци ертÿçи Г. Зюганов, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЛДПР фракци ертÿçи В. Жириновский, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Справедливая Россия» фракци ертÿçи С. Миронов, «Яблоко» парти ертÿçи Г. Явлинский.

Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев хăйĕн сăмахĕнче районăн 2011 çулхи аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсем çинчен тата кăçалхи задачăсем çинчен каланă, çавăнпа пĕрлех республикăри, паллах, пирĕн районта та, ялхуçалăх, промышленность отраслĕсенче, туризм, культура, вĕрентÿ енĕпе тунă ырă улшăнусене палăртнă. Районта темиçе инвестици проекчĕ, сăмахран, выльăх-чĕрлĕх аталантарас енĕпе, пурнăçа кĕрсе пынине палăртнă тата ытти çивĕч ыйту тавра та калаçнă.

Информаторсен ушкăнĕ çăкăр пĕçерекенсем патĕнче (сăнÿкерчĕкре) тата «Мариинский» физкультурăпа спорт комплексĕнче те пулнă. Вăл юлашкинчен Кайри Шĕнерпуç тата Шуршăл ялĕсен çыннисемпе тĕл пулса калаçнă. Пур çĕрте те çынсем информаторсене хăйсене хумхантаракан нумай ыйтусем панă, вĕсем çине тулли хуравсем илнĕ.

В. ИВАНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
21 января 2012
00:00
Поделиться