Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Космос паттăрне асăнса

Чăваш халăхĕ хăйĕн мухтавлă ывăлĕ - СССР космонавт-летчикĕ, авиаци генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ, пирĕн паттăр ентешĕмĕр Андриян Григорьевич Николаев - çуралнăранпа 82 çул çитнине анлăн паллă турĕ. Çак паллă кун ячĕпе республикăра та, космос паттăрĕн тăван Сĕнтĕрвăрри районĕнче те чылай мероприятисем пулса иртрĕç.

Шĕкĕр Шупашкарта, ав, иртнĕ тунтикун Андриян Николаев палăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Юнкун вара А. Г. Николаевăн тăван ялĕнче - Шуршăлти Космонавтика музейĕн мемориал комплексĕнче митинг иртрĕ. Унта виççĕмĕш космонавтăн ентешĕсемпе пĕрлех аякран килнĕ сумлă хăнасем те йышлăн пулчĕç. Вĕсен хушшинче, СССР космонавт-летчикĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Виктор Васильевич Горбатко, СССР космонавт-летчикĕн, Совет Союзĕн Геройĕн Герман Степанович Титовăн мăшăрĕ - Тамара Васильевна Титова, Сергей Павлович Королев академик хĕрĕ Наталья Сергеевна Королева, Монголи çĕршывĕн космонавчĕ Гуррагч Жугдэрдэмидийн, Болгари космонавчĕ Георгий Иванов мăшăрĕпе, Шупашкарти "Байконур" Президенчĕ В. Тихонов тата ыттисем те.

Митинга район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев уçрĕ. Кунта паян чăннипех те улăп-паттăрсем, çăлтăрсем витĕр йывăр та тумхахлă çул хывнă Андриянăмăрăн çывăх юлташĕсемпе ĕçтешĕсем пуçтарăннă. Вĕсем, пĕрин хыççăн тепри сăмах илсе, Андриян Николаев ырă кăмăллă, мал ĕмĕтлĕ, хăйĕн тăван тăрăхне чун-чĕререн юратнă, питĕ сăпайлă çын пулнине уйрăммăн палăртрĕç.

Митингра Шуршăлти шкулта вĕренекен çамрăк космонавтсен отрячĕн членĕсем космос паттăрĕ çинчен сăвăсем каларĕç, унран тĕслĕх илме тупа турĕç.

Аякран килнĕ хаклă хăнасем Андриян Григорьевич ячĕпе çĕкленĕ часавая кĕрсе пуç тайнă, чĕрĕ чечексем хунă, виççĕмĕш космонавта халалласа кунти аллейăра чĕрĕ йывăçсем те лартса хăварнă.

С. КУЛИГИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
10 сентября 2011
00:00
Поделиться