Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Вырма вĕçленчĕ

Ялхуçалăх ĕçĕ хальхи тапхăрта пысăк тимлĕхре пул-нăран ятарлă министерство район муниципалитечĕсемпе видеоконференцисем ирттерет. Çак эрнери ытларикун та республикăн Ялхуçалăх министерстви çакнашкал мероприяти йĕркеленĕ. Унта пирĕн район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн ертÿçи В.Васильев хутшăннă. Тĕпрен илсен, видеоконференцире республикăра вырма ĕçне вĕçлесси, кĕрхи акана пахалăхлă ирттересси тата выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле хатĕрлесси калаçтарнă.

Пĕрчĕллĕ культурăсене пуçтарса илес ĕç паянхи кун тĕлне пирĕн районта вĕçленнĕ( тĕрĕсрех, иртнĕ юнкун). Пирвайхи кăтартусем тăрăх, районĕпе мĕнпурĕ 18605 тонна тырă тĕшĕленĕ, гектар пуçне тухнă вăтам тухăç 24 центнерпа танлашнă. Уйрăм хуçалăхсенче ку кăтарту тата пысăкрах. Сăмахран, "Агрофирма "Куснар" ЗАОра - 27, "Нам ЭКО" ОООра, М. Тагеевăн хресченпе фермер хуçалăхĕнче 25 яхăн центнерпа танлашнă.

Кĕрхи ака хăвăртлăхне пахалас пулсан, çак уйăх пуçламăшĕ тĕлне ăна 1235 гектар çинче ирттернĕ. Ака валли çĕр хатĕрленин кăтартăвĕ 3200 гектара çитнĕ. 280 гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă.

 

И. АНДРЕЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
03 сентября 2011
00:00
Поделиться