Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăваш "çăлтăрĕ" сÿнмĕ нихăçан

Чăваш халăхĕн историйĕ пин-пин çул каялла пуçланнă. Çак хушăра кашни чăваш тÿпере хăйĕн çăлтăрне шыранă, ăна тупса пуç таясшăн çуннă, телей кÿрессе, пурнăç çулне çутатса парасса шанса ĕмĕтленнĕ. Шуршăл ялĕнче çуралса ÿснĕ Андриян та (ачалăхра ăна ытларах Ондрейка тесе чĕннĕ) çав шутрах пулнă. Вăл та çуллахи ăшă каçсенче улăхри выртмара тÿпене пăхса хăйĕн çăлтăрне шыранă. Тупнă-и вăл ăна, хăш вырăнарах унăн çăлтăрĕ - кун çинчен Андриян Григорьевич каланине илтме пире тÿр килмерĕ, анчах 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче вăл чăваш халăхĕн "çăлтăрĕ" пулса тăнине эпир аван пĕлетпĕр.

Çак "çăлтăр" 1929 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче кун çути курнă, анчах та чăн-чăн çăлтăр çутипе вăл 1962 çулта пĕрремĕш хут космоса вĕçсен ялкăшма тытăннă. Çăлтăр чапĕ А. Николаев 1970 çулта иккĕмĕш хут космоса хăпарсан, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçсен пĕтĕм тĕнчене çутатма тытăннă. 49 çул хушшинче унăн çути тĕксĕмленме мар, çултан-çул вăйлăрах çуталса пынă. Паянхи кун та вăл хĕвел пек ялкăшать. Юлашки кунсенче Андриян Григорьевичăн вилтăпри çине килекенсен шучĕ ÿссех пырать. Хăшĕ-пĕри Шуршăл çывăхĕнчен иртсе кайнă чухне те çула май унăн вилтăпри çине чечек хума кĕрет. "Эпир музейре темиçе хут та пулнă, халĕ хамăр паттăра пуç таясчĕ, умне чечек хурасчĕ кăна", - текен сăмахсем чунра мăнаçлăх çуратаççĕ. Çынсем пурте ăна "хамăрăн", "пирĕн" теççĕ, ун çинчен чĕрĕ çын çинчен каланă пек калаççĕ, ун умне чечек хураççĕ, ăна чунтан хисепленине кăтартаççĕ. ¤на юлашки çула ăсатнă чухне, "Канлĕ çывăр", - тесе каланă эпир. Анчах хĕвĕшÿ, ура сассисем кансĕрлемеççĕ-ши ăна. Çук, пулĕ. Çынна мĕн тери юратнă Андриян Григорьевич, мĕн чухлĕ тăрăшнă вăл чăваш халăхĕшĕн, нумай-нумай уйрăм çынсемшĕн ырми-канми вăй хунă, çынсемпе хутшăнма юратнă. Ун патне пынишĕн çиленес çук вăл пире. Пирĕн космос паттăрĕн сăнарĕ халăх асĕнчен нихăçан та çухалмĕ. Вăл кĕнекесенче, палăксенче, кинофильмсенче, уйрăмах Космонавтика музейĕнче, ĕмĕрех упранса юлĕ. Çакăн çинчен пырĕ те ĕнтĕ сăмах Раççей космонавтикин çулĕ ячĕпе тата тĕнчери пĕрремĕш космонавт Ю. А. Гагарин тĕнче уçлăхĕнче пулнăранпа 50 çул çитнĕ май Шуршăлти А. Г. Николаев Мемориал комплексĕнче авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртекен "Космос çулĕ" наукăпа практика конференцийĕнче. Çак конференцире А. Г. Николаев тĕнче уçлăхĕнче пĕрремĕш хут пулнăранпа 2012-мĕш çулта 50 çул çитнине тивĕçлĕ кĕтсе илес ыйтăва татса параççĕ. Ыйтусен кăсăклăхĕ конференцие хутшăнакансен сĕнĕвĕсенчен нумай килĕ.

Чăн та, чăваш "çăлтăрĕ" сÿнмĕ нихăçан.

 

З. АНТОНОВА,

А. Г. Николаев Мемориал комплексĕн

тĕп управçи.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
03 сентября 2011
00:00
Поделиться