Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хăйсене ытларах шанаççĕ

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче ялхуçалăх производстви, тĕрĕсрех каласан, колхозсемпе совхозсем, арканма, саланма тытăнсан ялсенче пурăнакан чылай çын ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлчĕ.

Ăстакасси ялĕнче пурăнакан Порфирьевсен çемйи те вырăнти ялхуçалăх производство кооперативĕ арканса кайсан ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлнă. Анчах та Сергей Аркадьевич кил хуçине хăнăхнă ĕçĕ çăкăр-тăвара сĕтел çинчен татăлма паман. Çăм арманĕнче тăрăшнăскер, килĕнче те çак ĕçе хута яма шутлать вăл. Пултаруллă та ĕçчен алăсем часах кил-тĕрĕшĕнче арман вырнаçтараççĕ. Кунтах çăма таптариччен чавмалли станок та хăйĕн вырăнне тупать. Халĕ вунă çула яхăн ĕнтĕ Порфирьевсем таврари ялсенчи çынсене çăм таптарса параççĕ. "Вĕсем таптарнă çăм арлама та, кăçат йăвалама та питĕ меллĕ, чăмаккаланса та, тĕвĕленсе те пымасть," - теççĕ Порфирьевсем патĕнче çăм таптаракансем. Анчах та юлашки çулсенче выльăх-чĕрлĕх, çав шутра сурăхсем те, тытакансем сахаллансах пыраççĕ. Çавна май çăм таптарса ытла пысăк услам тăваймăн. Ĕçчен алăсем валли, паллах, ĕçĕ тупăнсах тăрать-ха вăл. Акă, Сергей Аркадьевичăн мăшăрĕ Ирина Корниловна кăçат йăваласа çемье бюджетне тултарма пулăшать. Çу кунĕсенче Порфирьевсем ытларах пахчара вăй хураççĕ. Кăçал та, акă, вĕсем çур гектар ытларах лаптăк çинче сутмалăх та çĕрулми туса илеççĕ. Икĕ гектар утă çаранне те çулса типтерлеме ĕлкĕрсе пыраççĕ. Пур ĕçе те ялсенче чи анлă сарăлнă техникăпа, мотоблокпа тăваççĕ, сухалаççĕ, акаççĕ, çулаççĕ, турттараççĕ тата ытти те.

Ÿркенсен нимĕн те пулманнине Порфирьевсем лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа та никама та шанса алла усса лармаççĕ вĕсем, выльăхне те йышлă усраççĕ. Картишĕнче ĕни те, вăкăрĕ те, сысни те хăйсем валли меллĕ вырăн тупнă. Çулсерен сысна амине çурлаттарса та тупăш тума вĕреннĕ ĕçчен çемье.

Кил таврашĕнчи ĕçсене туса пыма мăшăра Мари патшалăх техника университечĕн Сĕнтĕрвăрринчи филиалĕнче ăс пухакан Эдик ывăлĕ пулăшса пырать. Çĕрпÿ енне качча кайнă хĕрĕ те çемйипе час-часах ашшĕ-амăшĕ патне васкать.

Пĕр сăмахпа каласан, ял халăхĕ хăй ĕçлесе хăй валли кăшт та пулин тупăш тума вĕренсе çитрĕ темелле. Айккинчен килсе пулăшассине е ĕç вырăнĕпе тивĕçтерессине тахçанах шанма пăрахнă ĕнтĕ вăл.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
27 августа 2011
00:00
Поделиться