Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ватлăхра та - хисеп

Ултă çул каялла, арăм çĕре кĕнĕ хыççăн, пĕччен кунпа çĕре ирттерейменнипе хăшкăлтăм. Картишне тухса выльăхсемпе калаçкаласан, вĕсене апатлантарсан пÿрте кĕреттĕм те нимĕн тума аптăраттăм. Телевизор умне пырса лараттăм, анчах ниепле те кун иртмест. Çапла ларнă вăхăтра питĕ тарăн шухăша кайрăм. Çамрăк чухнехи, вăрçăчченхи, вăхăтсене аса илтĕм, куç умне ял-йыш пурнăçĕ тухса тăчĕ. Çуркунне юр кайса пĕтнĕ-пĕтменех каçалапа чипер тумланса вăййа тухаттăмăр. Алла-аллăн тытăнса юрлаттăмăр, хушăран, купăс пур вăхăтра, ташласа та илеттĕмĕр. Ял янăраса çеç тăратчĕ, ире хирĕç шăпчăксем юрлама пуçласан тин вăйăран саланаттăмăр. Уйри ана сухалама пиçсе çитсен лашасемпе çур акине тухса кунĕпех ĕçлеттĕмĕр.

Иртнĕ вăхăтсем, шухăшласан, пурте халăх хушшинчи юмах пек кăна, тĕнчери çичĕ тĕлĕнтермĕш вырăнĕнче тăрса юлчĕç пулас.

Çапах та музейсенче пĕтĕмпех курма пулать. Тĕлĕнтермĕшсене таçти çĕр-шывра шырамалли çук, хамăрăн Чăваш çĕрĕ çинчех тупăнаççĕ. Таçта инçете каймалла мар: акă Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичĕпÿрт ялĕнчех чăн-чăн виçерен тăватă хут пĕчĕкрех пуканесен ушкăнĕ ĕçленине курма пулать. 2-3 ĕмĕр каялла çăва тухсан чăвашсем хăйсен лашисемпе акара суха тунине, пир-авăр ăсталанине, ĕç хатĕрĕсене, хăйсен йăлипе ял-йышпа хире тухса тыр-пул ăнса пултăр тесе, çил-тăвăл ватса каясран, вут-кăвартан сыхланас тĕлĕшпе уй чÿкĕ тунине, Мăчавăр /чÿк ăсти/ çÿлти турăпа киреметрен çăмăллăх ыйтса кĕлĕ тунине курма пулать.

Çакăнта асăннă экспонатсемпе куравсене, фестивальсене хутшăнса ултă çулта 17 диплом илме тивĕçлĕ пултăм. Вĕсенчен пĕри - Чăвашсен çичĕ тĕлĕнтермĕшĕн дипломĕ. Чăваш патшалăх премине пачĕç. Кăçал Раççей ăстисен куравĕнче те дипломпа палăртрĕç.

Хамăн дипломсене пурне те кăларса хутăм та, мĕн тĕрли çук-ши унта: Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Мускавра илнисем, Хисеп хучĕсем. Ватлăхра та халăх умĕнче пысăк хисепе тухни вăй-хал хушать. Пурнăçăм ахаль иртмест. Çамрăксем çакна вуласа пурнăç тĕллевĕ пирки кăшт та пулин шухăшлаччăр тесе çыртăм.

Т.ДВЕРЕНИН



"Хыпар"
16 августа 2011
00:00
Поделиться