Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Сĕнтĕрвăрри туристсене йышăнать

Сĕнтĕрвăррисем юлашки çулсенче Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен тата ют çĕр-шывран килнĕ туристсем истори тата культура палăкĕсемпе паллашнине час-часах асăрхаççĕ.

Сĕнтĕрвăрри 1917 çулччен купсасен хули пулнă. Кунти пристане таврари районсенчен тĕрлĕ тавар турттарнă, ăна Атăл тăрăх ăсатнă. Хулара историпе архитектурăн республика шайĕнчи 67 палăкĕ шутланать.

- 2008 çулта Сĕнтĕрвăрри пристанĕнче туристсен 4 пăрахутне çеç йышăннă, - пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Олег Залогин. - 2009 çулта - 13, 2010 çулта 36 чарăннă. Кăçал 41 кĕтсе илтĕмĕр. Кунсăр пуçне Шуршăлти Космонавтика музейне автобуспа çитсе кураççĕ тата Чăваш Республикин Спорт министерствин Атăл хĕрринчи «Шурă чулсем» комплексĕнче сывлăха чылайăн çирĕплетеççĕ. Туризма аталантарма план хатĕрлерĕмĕр. Тĕллев çуллен пурнăçланать. Сĕнтĕрвăррине, Шуршăла, Нарат Чаккине, Кушнике килсе куракансен йышĕ ÿсет.

Эпĕ Атăл çыранне аннă чухне хула çумне тепĕр пăрахут пырса чарăнчĕ. Кĕçех унтан Сĕнтĕрвăррипе паллашма туристсем анчĕç. Вĕсене культура ĕçченĕсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Хăнасем Аçтăрхан хулинех çитесшĕн. Çула май юхан шыв çумĕнчи хуласене кĕрсе кураççĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.



"Хыпар"
15 августа 2011
00:00
Поделиться