Çуйăн кимме те туртса каять
![Çуйăн кимме те туртса каять](https://fs01.cap.ru/gov-home/70//009/2011-08-16/1939.jpg?i=29)
Çулла - пулă тытмалли чи лайăх вăхăт. Сĕнтĕрвăрринчи 11-мĕш профтехучилищĕн физкультура вĕрентекенĕ Александр Степанов моторлă кимĕ çине ларать те Атăлăн темиçе кĕтесне васкать. Ача чухне Йĕпреçре вăлта тытса сахал мар ларнă вăл.
2001 çултанпа - Атăлта. Степановсен кăмăл туртăмĕ ламран лама тăсăлать. Аслашшĕн Иван Журавлевăн, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен снаряд ванчăкĕпе таврăннăскерĕн тата Сĕнтĕрвăрринчи Патша тăвĕ патĕнче çупах туртасса кĕтсе ларнăскерĕн, чĕри сасартăк тапма чарăннă. Мăнукне вăл çут çанталăка хисеплеме вĕрентнĕ. «Темиçе çул каялла Атăлта хĕç пулă пайтахчĕ, - каласа парать Александр Николаевич. - Вăлтана лексен те ăна шыва ярса хăварнă. Халĕ - сахал. Çтерлĕке Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ пирки çаклансан та киле илсе таврăнман. Халĕ вăл та курăнмасть».
Куйбышев шыв управĕн вĕçĕнче, Сĕнтĕрвăрри районĕн тăрăхĕнче, пулă хухнин сăлтавĕсем мĕнре-ха? Браконьерсем çĕрле Китайра хатĕрленĕ 70-
ГЭС этеме ырă кÿнипе пĕрлех юхан шыв экотытăмне сиен кÿчĕ. «Шыв Шупашкар управĕнчен пĕр пек хăвăртлăхпа юхманран унăн шайĕ Сĕнтĕрвăрри районĕ тăршшĕпе пĕрре хăпарать, тепре анать, - ăнлантарать Александр. - Вăл çĕкленнĕ чухне пулă ăшăх тĕлти курăк хушшинче вăлча сапать. Шай ансан вăл, ÿсен-тăран çумне çыпçăннăскер, шывран тухать - типет. ГЭС юхăма вăйлатнăран пулă апачĕ Атăл тăрăх юхса анать, çителĕклĕ ĕрчеме çитмест. Хуласенчен Атăла «чăмтаракан» каяш хÿреллĕ чĕр чуна пысăк сăтăр тăвать. Çуркунне пăр айĕнчен тухакан çĕр-çĕр пулă вилли чуна ыраттарать. 20-30 çул каялла ăшăх тĕлте рак нумайччĕ, юлашки çулсенче вăл та юлмарĕ: шыв таса мар».
«Куйбышев тата Шупашкар шыв управĕсен шайне хăпартнăран иртнĕ 40 çулта Атăлта паха пулăсен шутне кĕрекен белуга, осетр, шурă пулă юлман», - теççĕ тĕпчевçĕсем. Пахисенчен çупах, çуйăн, кăртăш, çăрттан çуллен сахалланать. Кунпа пĕрлех пахалăх енĕпе вĕсемпе танлашайман уланкă, кăлчак, густера /карп евĕрлĕ/ хăвăрт ĕрчеççĕ.
Степановсен çемйи пулă ашне питĕ кăмăллать. Ашшĕ Николай Михайлович, амăшĕ Зоя Ивановна шыв хĕррине халĕ çÿреймеççĕ. Вĕсен ывăлĕ Саша вăхăт тупса килне кучченеçпе пырсан - шутсăр савăнаççĕ. Çуйăн, шăла пулă тата çупах какайне ытларах килĕштереççĕ. Кил хуçи пулă тытассин тĕп тĕллевĕ пайта курасси маррине, вăлта тытса ларса чунне уçнине пытармарĕ.
«Атăлта çуйăн сахалланнине тетел тăршшĕпе вун-вун пысăк йĕп лартнипе те ăнлантармалла, - вăрттăнлăха уçать Александр. - Кĕске хушăра нумай тытма май паракан çак хатĕре вырăсла «перемăт» теççĕ. Ĕлĕк пулă инспекцийĕ унпа усă курма чарнă, халĕ темшĕн ирĕк параççĕ. Эпĕ пулăçсен хушшинче анлă сарăлнă «квок» текен меслетпе тытатăп. Кăçал чи пысăкки -
Çуйăн йĕппе çаклансан хытах туртма тытăнать. Кимме малтан пĕр еннелле, унтан тепĕр еннелле сĕтĕрсе каять. Вăхăта вăраха ямалла мар, пĕтĕм вăя пухмалла та - часрах туртса кăлармалла: унсăрăн алхассах каять.
Тинĕсрисем темиçе метр тăршшĕ,
Атăл хĕррипе çÿрекенсем пулăçсем пĕр тĕлтен тепĕрне куçса ларнине час-часах асăрхаççĕ. Вĕсем шăла лайăх туртакан вырăн шыраççĕ. Çавнашкаллине тупсан - туртса кăларса ĕлкĕрейместĕн. Çулла апат шыраса питех куçса çÿремест. Юхăм вăйлăрах çĕрте аван туртать. Ăна çĕрле те тытаççĕ.
«Кĕркунне федерацин «Пулă тытма кăмăллакансем тата спортсмен пулăçсем çинчен» саккунне йышăнаççĕ, - терĕм пулăç стажне 30 çул пухнăскере. - Атăлпа Сăрăн, ытти шыв-шурăн пĕр пайне арендăна пама хатĕрленеççĕ. Кун пирки мĕн шухăшлатăн?» «Ăна уйрăм çынсене тара панине пулăçсем хирĕç мар, - хуравларĕ вăл. - Тен, лайăхрах ĕрчетĕç. Анчах пурнăçра ыррине хирĕçле тĕслĕх сахал мар. Предпринимательсем арендăна илеççĕ - инвестици хывмаççĕ, пуянлăхпа усă кураççĕ çеç, хăйсем пăхса тăракан вырăнта вăлта ярса ларнăшăн пулăçсенчен укçа нумай ыйтаççĕ. Чăваш Енре чылайăшĕ паян 500-1000 тенкĕ кăларса хумасть. Çĕр-шыв пуянлăхĕпе тÿлевсĕр усă курма чарсан хирĕçÿсем тухмĕç-ши? Çавăнпа арендăна паракан лаптăк тата хак пирки тĕплĕ шухăшламалла».
Юрий МИХАЙЛОВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем