Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çакăн пек çынсем пурри - телей

Çакăн пек çынсем пурри - телей

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Нарат Чаккинчи Людмила Даньковăна «Чувашия» санаторире, Алексей Кокель ячĕллĕ V пленэр вĕçленнĕ май йĕркеленĕ куравра, пуçласа куртăм. Вăл хăйĕн «Шăнкăрав» фольклор коллективĕпе килнĕччĕ. Мĕн çыхăнтарнă-ха ÿнерçĕсемпе юрă ăстисене? Пленэр кăçал Сĕнтĕрвăрри районĕнче те иртнĕ. Сăрă ăстисем шăпах Даньковсем патĕнче пурăннă. Тĕрĕссипе, вĕсен хăна çуртĕнче. Çакă шăпах кăсăклантарчĕ те пире. Мĕнлерех вăл ялти хăна çурчĕ?

Ыйту хуравне тупас тени пире Нарат Чаккине илсе çитерчĕ. «Сире кĕтекен çурт» тесе çырнă хапха умĕнче чăваш кĕпи тăхăннă Людмила Геннадьевна кĕтсе илчĕ. Яланах çапла йышăнать иккен. Инçетри, чикĕ леш енчи хăнасене йышăннă чух вара «Шăнкăрав» пикисемпе каччисем те юнашарах, алăра вара - кăпăкланса тăракан сăра тата çăкăрпа тăвар.

Хам та экскурсие килнĕ çынсен маршручĕпех çÿрес терĕм: Людмила Геннадьевна хыççăн музее çул тытрăм. Вăл ампарта вырнаçнă. Унăн пĕренисем çак хуралтăран та ватăрах, XIX ĕмĕр вĕçĕнчисемех иккен. Апла пулин те çирĕп, тăн-тăн-ха.

Кунта мĕн пурри пирĕншĕн, чăваш ялĕнче ÿссе çитĕннĕскерсемшĕн, çĕнĕлĕх мар темелле. Ман ăру тата аслăраххисем хурăн хуппинчен тунă сăпкара выртса курнă, чалма, сурпан, тухья мĕнне пĕлеççĕ, пир тĕртекен станок умĕнче тĕрмешекен асламăшĕпе кукамăшне чылайччен сăнаса ларнă. Çăпатапа сăхман та, пыл чĕресĕпе ал арманĕ те ют мар пирĕншĕн. Анчах çамрăк ăрушăн çакă пĕтĕмпех аваллăх шутланать.

Çакăнта мĕн пурри - чăваш пурнăçĕн, кун-çулĕн тĕкĕрĕ. Пĕр çак кĕтесе çеç йĕркеленĕ пулсан та Людмила Геннадьевна умĕнче пуç таймалла. Çук, кунпа çеç лăпланса ларман вăл, малаллах ăнтăлнă. Унăн ытти ĕçĕпе малалла паллаштариччен вăл мĕнлерех çын пулни пирки чарăнса тăрасшăн.

Людмила Геннадьевна çак тăрăхри Октябрьскинче çуралса ÿснĕ. Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине пĕтернĕ хыççăн 1982 çулта Нарат Чаккине ĕçлеме килнĕ. Кунта çав вăхăтра халăх хорĕ кĕрлесе тăнă. Малтан унăн пултарулăх ертÿçине çирĕплетнĕ, каярах «Шăнкăрав» фольклор коллективĕ те чăмăртаннă. Клуб директорĕнче ĕçлеме пуçланăранпа та 28 çул çитнĕ.

Мăшăрĕ Валерий Витальевич «Эльбарусовский» совхоз водителĕ пулнă, анчах хуçалăх арканнă хыççăн ĕçсĕр юлнă. Халĕ Çĕнĕ Воронеж хулинче атом электростанцине тунă çĕрте вахта меслечĕпе ĕçлет: икĕ эрне - килте, икĕ эрне - ĕçре. Хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Даниил газоэлектросварщик специальноçне илнĕ хыççăн салтакра пулма та ĕлкĕрнĕ. Ирина кăçал И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне пĕтернĕ, психолог.

Мăшăрĕ лайăх, ачисем йĕркеллĕ. Пĕр шухăшсăр шăкăлтаттарса, концерт хыççăн концерт ирттерсе çеç пурăн темелле. Людмила Геннадьевна унашкал çын мар-мĕн. Баянпа, пианинăпа калани, сăрăпа ÿкерме, сăн ÿкерчĕксем тума, тĕрĕ-çĕвĕпе аппаланма, хаçат-журнал вулама юратни çителĕксĕр шутланнă пулĕ уншăн. Пĕррехинче пĕр художник хăйĕн дачинче курав йĕркеленине вуласа пĕлет. «Çĕрĕпе çывăраймарăм çав каç, - аса илет халĕ Данькова. - Пирĕн çуртра та кивĕ, авалхи япала темĕн чухлех. Музей йĕркелес. Мăшăрăмпа канашларăм. Вăл вара: «Мĕн сÿпĕлтететĕн, кама кирлĕ ку, кама кăтартăн?» - терĕ. Эпĕ парăнмарăм-ха, çапла хуравларăм: «Кун сиктерсе хамăр кĕрсе курăпăр».

Упăшки мăшăрĕн кăмăлне пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ: шухăшланă япалана пурнăçа кĕртмесĕр чарăнмасса чухланă. Паллах, çак ĕçе ун пулăшăвĕсĕр, ирĕкĕсĕр йĕркелеймен пулĕччĕ. Даньковсен ĕмĕт-тĕллевне вырăнти ял, район администрацийĕсенче ырланă. Çапла майпа 2008 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕ, Людмила Геннадьевнăн çуралнă кунĕ, пĕлтерĕшлĕ тепĕр пулăмпа асра юлнă: тăван кĕтесе, унăн аваллăхне, хăй евĕрлĕхне юратса тата хисеплесе йĕркеленĕ музей уçăлнă.

Экспонатсем хушăнсах пынă, ял-йыш та, аякран та илсе пынă. Çавна май çуллахи çурт та аваллăх управçи пулса тăнă. Кунта та тем те пур: алă вĕççĕн тунă тĕрлĕ тараса, темиçе ĕмĕр каяллахи сăнă, пăши мăйраки, пушмак калакĕ, ку тăрăхри пĕрремĕш радиоприемник, тырă ларĕ, примус, çăра тата ытти те.

Çав вăхăтра та пуян, шукăль пурăнакан та самай пулнă. Вĕсен кун-çулĕпе тепĕр пÿлĕм паллаштарать. Кунта - 1935 çулта Хусанта алă вĕççĕн тунă тимĕр кравать, çĕвĕ машини, фотоаппарат, патефон, диван... Тепĕр тĕлĕнтермĕш - Матвеев хушаматлă ăста 1886 çулта Николай Александрович Аслă кнеç ячĕпе пурнăçланă çавра пĕчĕк сĕтел. Ăна кунта Сĕнтĕрвăррисем илсе килнĕ. Унта вара мĕнле майпа лекнĕ-ши?

Чартакри пÿлĕм те тĕлĕнтермĕшсемпе пуян. Кунта кăшт маларах минтер куравĕ иртнĕ. 100 ытла вĕсем. Пĕтĕмпех Людмила Геннадьевна тунисем. Пĕр пекки çук унта. Пĕри - хĕвел, тепри - уйăх, виççĕмĕшĕ - канфет. Ылтăн пулăпа та, ăманпа та, çара çерçипе те, хĕвел çаврăнăшĕпе те, тимĕр шапапа та тĕл пулатăн.

Лаç вырăнĕнче темиçе çул каялла вите пулнă. Выльăх-чĕрлĕх тытнă, кролик ĕрчетнĕ. Халĕ çакна ĕненес те килмест. Иртнĕ Пукравра кунта ал ĕç хатĕрĕсен - чĕнтĕрсемпе тĕрĕсен - куравĕ иртнĕ.

Пахчана тухсан та куçа савăнтараканни сахал мар. Акă 7 чукунах илер. Вĕсемпе текех усă курмаççĕ, анчах çакскерсем хăйсен тивĕçлĕ вырăнне тупнă: килен-каяна кăмăллăн «кĕтсе» илеççĕ. Чечек вара кунта çеç мар, кил умĕнче те, картишĕнче те вун-вун тĕспе ялтăрать.

Даньковсен тепĕр ĕçĕ пирки каласа кăтартмаллах. 2009 çулта вĕсене пĕчĕк бизнеса аталантарма грантпа 158 пин тенкĕ панă. Шăпах çак укçа-тенкĕпе хăна çурчĕ хăпартса лартнă та. Унта туристсем пурăнмалли кĕтес пулĕ. Эпир те пулса куртăмăр, кунти илемпе, хăтлăхпа, авалхи хатĕрсемпе килентĕмĕр. Маншăн пурте йĕркеллĕ пек, анчах кил хуçи хĕрарăмĕ унта тата нумай ĕç пурнăçламаллине палăртрĕ.

Даньковсен хăна çуртне Сĕнтĕрвăрри районĕнчи туристсен маршрутне кĕртнĕ. Пĕлтĕр 325 çын çитсе курнă. Музей уçăлнăранпа 16 çĕр-шыври турист чăваш ялĕн пурнăçĕпе паллашнă, хамăрăн тата чикĕ леш енчи 10 телекомпани репортаж хатĕрленĕ.

Сĕнÿсен кĕнекипе паллашнă чух çак йĕркесене вулама май килчĕ:

«2011 çул, утă уйăхĕн 17-мĕшĕ,

Саркисян Жакмин,

Армени, Армавир хули.

Çак çуртшăн унăн хуçисене тавтапуç. Чăваш халăхĕн историйĕпе, йăли-йĕркипе тĕплĕн паллашнă май ăна ытларах хисеплеме пуçлатăн, аваллăха таврăнас килет».

Ку йĕркесене вара Домодедово хулинче пурăнакан Крячковсен çемйи ячĕпе çырнă:

«Вырăс патриочĕсенчен Чăваш Енри туссене тавтапуç.

Çĕр çинче çакăн пек çынсем пурри - телей. Тăван халăхĕн йăли-йĕркине, еткерне упракансем, малалла тăсаканĕсем вĕсем.

Домодедовăри тавра пĕлÿ музейĕ сирĕн пысăк, пуян коллекци пирки ĕмĕтленнĕ пулĕччĕ».

Палестинăри 9 çулти Резек Махмуд Даньковсен çуртне тата виçĕ çултан çитсе курма ĕмĕтленет. Бельги турисчĕсем «Шăнкăрав» ансамбль чăваш туйне сăнласа кăтартнипе кăмăллă юлнă.

Кокель ячĕллĕ пленэра хутшăннă ÿнерçĕсем те ăшă, ырă сăмахсемпе тав тунă. Мана вара тав сăмахĕсен хакĕ те кăсăклантарчĕ. Билет сутса кĕмеççĕ иккен кунти музее. Кирек кама та тÿлевсĕрех йышăнать аваллăх управçи.



"Хыпар"
09 августа 2011
00:00
Поделиться