Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

"Трактор" ятпа уйăхлăх иртет

Тракторпа çула тухрăн пулсан уйрăмах асăрхануллă пул тени, çак çурла уйăхĕнче трактористсемшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех Сĕнтĕрвăрри район территорийĕнче те, "Трактор" ятпа профилактика операцийĕ пуçланчĕ. Вăл асăннă уйăх вĕçĕччен (31-мĕш числаччен) пырать. Çак тапхăрта патшалăх техника надзор инспекторĕ, çавăн пекех районти ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем (палăртатпăр, йăлана кĕнĕ операци-уйăхлăха Чăваш Республикинчи ялхуçалăх техникин юсавлăхне тĕрĕслекен патшалăх инспекцийĕ республикăри шалти ĕçсен Министерствипе пĕрле ирттерет) хулапа ялсене тăтăш тухса тракторсене тĕплĕ тĕрĕслĕç. Кунашкал техника халĕ ялхуçалăх предприятийĕсен çеç мар, уйрăм граждансен те чылай. Профилактика операцийĕ вăхăтĕнче вĕсене регистрациленине, патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр срокра кăларнине, çапла май транспорт налукне тÿленине, çул-йĕр правилисене пăхăнса чуптарнине тата ыттине те пăхаççĕ. Çитменлĕхсене тупса палăртсан, паллах, техника рулĕ умне ларнисен штраф хунине пула укçа енчĕкĕ те çÿхелме пултарать е инспектор патшалăх регистраци знакне туртса илнĕ хыççăн çула тухмалла мар та пулать.

И. ПАВЛОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
06 августа 2011
00:00
Поделиться