Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕмĕр сакки сарлака

Ун чухне вăл фермăра ĕçленĕ пулнă. Пĕр хĕллехи сивĕ кун ĕçре хытă шăннă, ÿсĕрме пуçланă. Ватăрах хĕрарăмсенчен пĕри ăна пăспа пĕçернĕ улăмпа сывлама сĕннĕ. Ку вара юраман иккен. Çапла вара ÿпке хытах шыçса кайнă. Тухтăрсем ăна сиплеме пултарайман, операци туса касса илнĕ. Çапла вара Нина Ивановна çирĕм çул ытла ĕнтĕ хăрах ÿпкепе пурăнать. Пурнăçа юратни вăй парать те ĕнтĕ ăна ĕмĕр çулĕпе малалла утма.

- Уйрăмах вăрçă çулĕсем йывăр пулчĕç, - аса илет Нина Ивановна. - Апат йĕркеллĕ çиейместĕмĕрччĕ. Çăва, какая, çăмартана патшалăха пуçтарса параттăмăрччĕ. Хамăр вара çĕрулми çынипех çырлахаттăмăрччĕ. Хуçалăхра ĕçленĕшĕн укçа памастчĕç, кăшт-кашт кăна выçă вилесрен тырă паркаланă, унăн нумай пайне фронт валли ăсататчĕç. Кашни ĕç кунне шута илетчĕç. Хуçалăхра 120 кунран кая мар ĕçлемеллеччĕ. Сахалтарах пулсан тĕрмене лекме те пулатчĕ. Тата хĕсĕрлесех заем çырăнтаратчĕç. Колхозра ĕçлесе илнĕ укçа пĕтĕмпех çав заема саплаштарма тухса каятчĕ. Мĕн каласси пур ĕнтĕ, йывăр вăхăт пулнă. Хуçалăх çĕрне те сухапуçне алпа туртса сухалаттăмăрччĕ те…

Çемье пурнăçне илес пулсан, Н. Самаринăн телейĕ пурах. Вăл мăшăрĕпе, Аркадий Григорьевичпа, паянхи кун та пĕрлех утать пурнăç сукмакĕпе. А. Самарин халĕ 90 çула кайнă ĕнтĕ, вăрçă участникĕ.Вырăнти хуçалăхра малтан налук агенчĕ, кайран кассир пулса ĕçленĕ. Самаринсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса ÿстернĕ. Халĕ ватăсем ялта пĕччен мар. Мăнукĕ пăхса пурăнать вĕсене. Хуçалăхĕ те пур - икĕ ĕне, сурăхсем, чăх-чĕп тытаççĕ вĕсем. Вăй çитнĕ таран Нина Ивановна хăй те килкартинче, пахчара тăрмашать. Мăнукĕпе кăмăллă вăл. "Ытти çамрăксем пек эрех кÿпсе, ĕçсĕр аптраса çÿремест, пĕрехмай килти хуçалăхра тĕрмешет", - тет кинемей.

Хăй вăхăтĕнче Н. Самарина тата унпа пĕр çултараххисем патшалăх сумне, чысне çÿле çĕклессишĕн вăйне-халне, сывлăхне шеллемен. Патриотизм туйăмĕ вĕсенче паянхи кун та çирĕп. Акă камран тĕслĕх илмелле хальхи çамрăксен.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
06 августа 2011
00:00
Поделиться