Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял уявĕпе Çимĕке пĕрлештерсе

Кĕçнерникун Карапаш ял халăхĕ Çимĕк уявĕпе пĕрле ял пуçланса кайни 230 çул çитнине паллă турĕ. Ялти сумлă çула çитнисем çак икĕ уява пĕрлештерсе масар çинче кăна мар, ял-йышпа пĕрле ку тăрăхра кун çути курнă, тăван халăхшăн пархатарлă та усăллă ĕç туса хăварнă çынсене çамрăксем умĕнче асăнса хăварни, вĕсем çинчен каласа кăтартни паянхи тата çитес ăрусемшĕн питех те паха тесе палăртрĕç. Чăнах та, уявра ял пуçланса кайнинчен тытăнса унăн аталану çул-йĕрне паянхи кунчченех аса илчĕç. Уяв программине йĕркелекенсем тата ертсе пыракансем О. Ефремовăпа Р. Мартьянова пулчĕç. Карапашсен чаплă уявне Чăваш Республикинчен кăна мар, Раççейри чылай хуласемпе облаçсенчен килсе çитнĕ хăнасем те чылаййăн пуçтарăннă. Халăх сĕм çĕрлечченех юрларĕ, ташларĕ тата савăнчĕ. Тĕплĕнрех ку уяв çинчен хаçатăн çитес юнкун тухакан вырăсла кăларăмĕнче вулама пултаратăр.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 июня 2011
00:00
Поделиться