Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Шыва кĕмелли вырăнсем хатĕрлемеллех

Чылай чухне çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче шыва кĕме хăнăхнă ĕнтĕ эпир. Анчах та кăçалхи çул çанталăк хăйĕн ăшшине шыва парнелесшĕн мар пулмалла. Çак кунсенче Сĕнтĕрвăрринчи ГИМС центрĕн участокĕнче пулма тÿр килчĕ. Унта вăй хуракансем пĕлтернĕ тăрăх, Атăлта, тĕслĕхрен, термометр 17 градус таран çеç хăпарать. Ку шыва кĕме иртереххине пĕлтерет те ĕнтĕ.

Шыва кĕресси çинчен сăмах тапратрăмăр пулсан, паянхи кун аяларах палăртнă проблема та питĕ вырăнлă пулмалла. Сĕнтĕрвăрри хулинче те, ытти районти поселенисенче те шыва кĕмелли официаллă пляж çуккине пурте пĕлеççĕ. Анчах та халăх шăрăх кунсенче ниме пăхмасăр шыв хĕрринелле васкать. ¤на ним каласа та тытса чарма май килмест. Эпир пынă кун Сĕнтĕрвăрринче, Атăл хĕрринче, шел те, нимĕнле паллăсем те, буйкăсем те çукчĕ.

Сĕнтĕрвăрринчи ГИМС центрĕн инспекторĕсен участокĕн ертÿçи С. Николаев каланă тăрăх, пур хутлăхсен пуçлăхĕсем патне те кÿлĕ-пĕве, шыв-шур çинче шыва кĕмелли вырăнсем хатĕрлемелли, шыв тĕпне тĕрĕслесе актсем çырмалли, информацилле, кăтартуллă тата чаракан паллăсем вырнаçтармалли тата шыв хĕрринче аслисен дежурствине йĕркелемелли çинчен калакан рекомендациллĕ çырусем янă. Ку проблема тавра, паллах, чылай калаçма пулать. Хутлăх пуçлăхĕсем хăйсене шанса панă территорире яваплăха туйса ĕçлесен, тен, шывра çын пурнăçĕ татăлнă тĕслĕхсем сахалрах пулĕç. Акă, пĕлтĕр кăна тимсĕрлĕхе пула пирĕн районта 8 çын ĕмĕрлĕхех çут тĕнчепе сывпуллашнă. Çакна та каласа хăвармалла, шывра буйкăсем тăратнă е чару паллисем пулнă пулсан, тен, вĕсем паянхи кун та пирĕн хушăра ыр-сывах çуретчĕç.

Тĕрĕссипе каласан, шыв тĕпне тĕрĕслеме лайăх ишекенсене явăçтарма пулатех ĕнтĕ (куна хутлăх пуçлăхĕсем патне янă çырусенче те палăртнă). Мĕншĕн тесен водолазсене тытма çав тери тăкаклă. Буйкăсем тенĕрен, паянхи кун кашни ялтах пластик бутылкăсем йăваланса выртаççĕ. Сăрă илсе (ăна валлиех укçа çитерме пулать пуль ĕнтĕ) вĕсене сăрлас ĕç çеç юлать. Тепĕр енчен пăхсан вара, таврари хăлтă та кăшт сахалланать. Стендсемпе чаракан паллăсем тăвасси те паянхи саманара йывăр тесе калаймăн. Кашни хутлăх администрацийĕнче компьютерпа Интернета тухма пулать. Кунта хăвна мĕн кирлине пĕтĕмпех тупма май пур. Пĕр тесен, ГИМС центрĕнче ĕçлекенсем те пулăшма хирĕç мар. Кирлĕ информацие çийĕнчех тупса парĕç. Дежурство йĕркелеме вара ача-пăчаллисем хирĕç мар пулĕ тесе шутлатăп. Ара, хамăр сыхланмасан пире никам та упраса çитерес çук.

Каласа хăвармалла, ку ыйту çине кăçалтан уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрса ĕçлеме тытăнĕç. Чи малтанах шыва кĕмелли условисем хатĕрлемен е çак ĕçе тытăнман хутлăх пуçлăхĕсене хушусем парĕç, кайран - административлă штрафсем. Енчен те çакăн хыççăн та кирлĕ улшăнусем пулмасан, малалла прокуратура ĕçченĕсемпе калаçма тивĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 июня 2011
00:00
Поделиться