Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пулă ĕрчетеççĕ

Чăнкасси ял хутлăхне кĕрекен Çĕнĕ Куснарти Валерий Михайлович Николаев ялти пĕвесенчен пĕрне арендăна илсе ĕçлеме тытăннăранпа кăçал вунă çул çитет. Районта вăл ку енпе тăрмашма тытăннă пĕрремĕш çын пулнă тесен те йăнăшмăпăр. Пĕвене типтерлесе тăрса "ĕçлеттересси" аякран пăхсан кăна ансат пек туйăнать. Унăн "ăшчикĕнче" кăткăслăхĕсем çителĕклех. Астăватăр пулĕ, ĕçлемесĕр пулă та тытаймăн, текен кăларăша. Тытмалăх пулли пултăр тесен вара пĕве умĕнче кун кунлама, çĕр çĕрлеме тивет. Çакна ĕнентерме тăрăшрĕ те В. Николаев пире кăсăклантаракан ыйтусене хуравланă май.

- Валерий Михайлович, ял пĕвинче пĕр çын хуçаланнине халăхăн хăшпĕр пайĕ, пытармасăр каласан, ырласах каймасть. Вунă çул хушши пулă ĕрчетсе Эсир мĕнлерех пĕтĕмлетÿсем турăр.

- Халăх ăнланăвне çĕнсе илме, паллах, йывăр. Кĕске мар тапхăрта темĕн те пулса иртнĕ темелле, çавах та паян чипер те ыр-сывă, ĕçлетĕп пулсан, ял çыннисем те, ыттисем те çĕнĕ йĕркене хăнăхнă темелле пулĕ.

Çапла, арендăна илнĕ пĕве хĕрне вăлтапа пырса лараканăн кăшт тÿлеме тивет, анчах та ял халăхĕн суйламалăх вырăн пур, ял таврашĕнче пĕр кÿлĕ çеç мар.

- Вĕсенче, эп ăнланнă тăрăх, пулла тÿлевсĕрех тытма пулать. Пулли пур пулсан ĕнтĕ. Сирĕн пĕве вара усăллă чĕртаварпа пуян. ¤на пуянлатас ĕçĕн уссийĕ е тăкакĕ ытларах.

- Тÿрех калатăп, пулă ĕрчетсе пысăк тупăш илет тесе шутлакан хыт йăнăшать. Пулă тени выç хырăмпа çитĕнмест . Чухăн рационлă апатпа та вăл кирлĕ пек ÿт хушаймасть. Акă, хальхи тапхăрта пулăсене икĕ кормушкăпа апатлатăп. Часах, сăрланă хыççăн, виççĕмĕшне те шыва кăларатăп. Кашни кормушкăна çуршар тонна апат кĕрет. Вăл виçĕ куна е кăшт ытларах вăхăта çитет. Апата тырăсăр пуçне ятарлă комбикормпа тулăхлатма та тивет.

- Эп пĕлнĕ тăрăх, пулăсен йышне Эсир çулсеренех çĕнететĕр. Пулă ĕрчетес текенсем Сирĕн пата тавар туянма йышлăн çÿреççĕ. Е йăнăшатăп.

- Мухтанас килмест те, Эсир тĕрĕсех калатăр. Ĕрчетмелли вĕт пулăсем патне тăтăшах килеççĕ. Хамăр республикăри районсенчен кăна мар, Раççейăн ытти регионĕсенчен те. Тĕслĕхрен, кÿршĕри Чĕмпĕр тата Кострома облаçĕсенчен тата ытти те.

Пулăсен йышне ÿстермесĕр, çĕнетмесĕр ĕç "тутине", кăсăклăхне туйса илме çук. Тĕрлĕ йышши пулăсем пĕвере чылай. Ĕрчетес тĕллевпе çулсерен пĕвене пинĕ-пинĕпе вĕт пулă яратăп. Кăçал, акă, 25 пин таран янă.

- ¤на та укçалла туянмалла-çке-ха. Кашни япалан е ĕçĕн хакĕ пур. Пулă сутса тунă укçа-тенкĕ ăратлă вĕт пулăсем туянас тăкака саплаштарать-и.

- Саплаштарнă пулсан кирлĕ ĕç валли банкран кредит илме тивмесчĕ пулĕ. Кредитсăр аталанма йывăртарах. Пулă ĕрчетес тесен пĕвине те тăтăшах тасатса типтерлемелле, ятарлă техники те кирлĕ, кĕскен каласан, ĕçĕ те, тăкакĕ те нумай.

- Валерий Михайлович, техника тенĕрен хальлĕхе эпĕ кимĕ кăна куратăп. Иртнĕ çулсенче катамаран та пурччĕ…

- Çухалман, пур, пĕвене кăларайман кăна. Шыва кĕрекенсем кимĕпе, катамаранпа ярăнса та киленме пултараççĕ. Пĕве (вăл 14,7 гектар йышăнать) тавралли çĕр лаптăкне уйăрса чикĕлесен канмалли условисене анлăлатас, тавралăха илемлетес шухăшсем çухалман-ха.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 июня 2011
00:00
Поделиться