Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пăрахутсем шыва варалаççĕ

Экологи проблемине юлашки çулсенче пысăк тимлĕх уйăрса ĕçлеççĕ пулин те, усси халлĕхе сахалрах-ха. Таврари хăлтă-халтă, заводсенчен тĕтĕмпе тухса тăракан е юхса тухакан тĕрлĕ наркăмăшлă каяшсем мар, урăх ыйту тавра пулĕ паянхи калаçу.

Çак кунсенче юлташпа Атăл хĕррине уçăлма антăмăр. Акă, юханшыв çийĕпе пăрахутпа баржа пĕр-пĕрне хирĕç пыраççĕ. Урăх хуларан килнĕ тантăша Сĕнтĕрвăрринчи пейзаж çав тери килĕшрĕ. Анчах та, ак тамаша, мĕскер ку . Таврана сывламалла мар бензин е солярка (палăртма хĕнрех пулчĕ) шăрши саланчĕ. Шыв хĕрнех антăмăр, чăнах та - пăрахутсем хыççăн хумсем çыран хĕррине шăршлă та тĕрлĕ-тĕслĕ ялтăртатакан çуллă та таса мар шыв илсе тухаççĕ. Путакансене пулăшакан çывăхри станципе ГИМС центрĕн ĕçченĕсем патне васкарăмăр. Вĕсем патĕнче пĕлтĕмĕр те эпир пăрахутсем хăйсен каяшĕсене тăкса хăварнине. Ара, мĕнле япала ку. Хула çывăхĕнче, шыва кĕмелли вырăнта тасамарлăха хăварма ăс çитернĕ пăрахут капитанĕ шыва та кĕмест пулĕ.

Пĕр енчен илсен, çапла туса вĕсем сывлăша варалаççĕ, тепĕр енчен çак тасамарлăхра шыва кĕрсе ÿт-тир çинче аталанакан тĕрлĕ чир-чĕр те çаклатма пулать. Ку çеç-и. Шывра пурăнакан пулăсемпе чĕрчунсем тата мĕн кураççĕ. Ахальтен мар пулĕ тепĕр чухне çыран хĕррипе вилнĕ пулăсем йăваланса выртнине курма тÿр килет. Вĕсене кайăксем çисе хăйсен организмне каллех сиенлетеççĕ, чирлеме тытăнаççĕ. Çак кайăксемех килти хуçалăхри хур-кăвакалсемпе, чăх-чĕпсемпе те пĕрле апатланаççĕ. Вĕсен чирĕ вара ним мар çинченех картишне куçса килет.

Çак пăрахутсен каяшĕсене тăкса хăварма нивушлĕ уйăрнă вырăн çук. ¤çта кирлĕ çавăнта солярка юлашкийĕсене сапса хăварни ытла та вырăнсăр-çке. Сĕнтĕрвăрринче ГИМС центрĕн ĕçченĕсем те вĕсене хирĕç нимĕнле мерăсем те йышăнаймаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен пысăк пăрахутсемпе ĕçлеме право çук. Апла пулсан, ку проблема паян вак-тĕвеккисен йышĕнче мар. Шутласа пăхăр-ха, шăрăх кунсенче Атăл хĕррине миçе çын шыва кĕме анать. Çитменнине тасамарлăх пĕр вырăнта тăмасть, шывпа малалла юхса кайса тăршшĕпе саланать.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 июня 2011
00:00
Поделиться