Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкурса хутшăнса усăллă ĕç тăваççĕ

 Районта спорт тата ача-пăча площадкисем тăвас, вĕсене илем кÿрес енĕпе смотр-конкурс йĕркеленине вулакансем илтнех пулĕ. Аксарин ял хутлăхĕн администрацийĕпе вырăнти пуçламăш шкул та асăннă конкурса хутшăнма шутланă. ¤на валли хутлăх пуçлăхĕнчен О. Семеновран, шкул директорĕнчен Л. Кабачковăран тата пуçламăш классене вĕрентекен Т. Григорьевăран тăракан ĕçлĕ комисси те туса хунă. Вĕсемех ача-пăча тата спорт площадкин проектне хатĕрленĕ. Проектăн хут çинче кăна пулмалла мар ĕнтĕ. ¤на пурнăçа кĕртме "Аксаринский" СХПК ертÿçи О. Титов, вырăнти депутатсемпе культура, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем, ял халăхĕ хапăл тусах килĕшнĕ. Малтанхи ĕçсене туса та ирттернĕ ĕнтĕ. О. Титов тăрăшнипе площадка çĕрне сухаланă. Хăйсен вăй-халне шеллемесĕр В. Сурнаевпа Ю. Оков та кунĕпех тăрмашнă пулас канупа спорт вырăнĕнче. Иртнĕ эрнере вара пурте пĕрле кар тăрса клумбăсем туса чечексем лартнă. Çак хутлăхра пурăнакан А. Королева, ав, хăй пурăнакан вырăна хитре те илемлĕ курасшăн чунтан ăшталанать. Вăл та кунĕпех вăй хунă çак пархатарлă ĕçре. "Пĕччен сурсан - типсех пырать, нумаййăн сурсан - кÿлĕ пулать," - тенĕ пирĕн асатте-асаннесем. Аксаринсем ĕçе пурте кар тăнă, апла ăнăçу пулатех. Пирĕн вара ача-пăча тата спорт площадки уçăлсан унта çитсе курас кăмăл пур.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 июня 2011
00:00
Поделиться