Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Иртнĕ Акатуйсене аса илсе

 Республика кунĕ кăçал та яланхи пекех çÿллĕ шайра иртесси никама та иккĕлентермест. Нумаях пулмасть пирĕн регионпа кÿршĕллĕ Чĕмпĕрте кĕрлесе иртнĕ чăвашсен наци Акатуй уявĕ çакна çирĕплетекен никĕссенчен пĕри пулчĕ тесен те йăнăшмăпăр. Пĕлтĕр Республика кунне Шупашкарпа Патăръелĕнче уявланă пулсан, кăçал районсенчен Çĕрпÿ тăрăхне суйласа илнĕ.

Ытти районсенче иртекен Акатуй уявĕсем те Республика кунĕн тĕллевĕ-шухăшĕсемпе тачă çыхăнаççĕ. Аса илтерер, пирĕн районта çав пĕлтерĕшлĕ уяв çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Атăл хĕрринчи лапамра иртет. Акатуй мĕн ĕлĕкрен чăваш хресченĕн уявĕ шутланнă. Ял çынни çурхи ака ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленишĕн савăннă, пулас тухăç пуянрах пултăр тесе ĕмĕтленнĕ. Кăçалхи уявра та районти аграрниксен ĕçĕ-хĕлĕ тĕп вырăнта пулĕ, вĕсен чыс-сумĕ тивĕçлĕн палăрĕ. "Ĕлĕкхи йăлана манас çук ĕнтĕ", - тет районти хисеплĕ çĕр ĕçченĕсенчен пĕри, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ, тахçанах тивĕçлĕ канура пулин те малта пыракан фермер хуçалăх ертÿçине М. Тагеева пулăшса пыракан Василий Сергеевич Малинин. Хăй вăхăтĕнче сахал мар çул Октябрьскинчи ялхуçалăх предприятине ăнăçлă ертсе пынăскерĕн çывхарса килекен уяв çинчен те аса илмелли пайтах пулчĕ,

- Ĕлĕкхи Акатуйсем тесен -вĕсем халĕ те куç умĕнчех темелле. Чăнахах та, вĕсем - иртнĕ ĕмĕртисем. Халĕ эпир çĕнĕ пинçуллăхра пурăнатпăр-çке. Чăтăмсăррăн кĕтнĕ ун чухне Акатуй уявне. Çапла тума сăлтавĕ пулнă, ялхуçалăх ĕçĕсен планне ытларах чухне ирттерсе тултарма тăрăшнă, ĕçе пахалăхлă пурнăçланă. Кун пек тумасан май килмен, мĕншĕн тесен тĕрĕслевсенче çирĕп ыйтнă.

Акатуйсем вăл вăхăтра районтинчен маларах хуçалăхсенче иртнĕ. Кунта та çурхи ака ĕçĕсене типтерлĕ пурнăçланине асра тытса, пĕрлехи йышпа савăннă. Районăн ĕçпе юрă уявĕнче савăнма çĕр ĕçченĕсен бригадисене укçа-тенкĕ парса хавхалантарнă. Районăн Акатуйĕсенче хальхи пекех юрри-ташши те "сăнарланнă", спорт ăмăртăвĕсем те иртнĕ, çапах та вĕсен масштабĕ, паянхипе танлаштарсан, самай анлăрах пулнă. Ун чухне кашни ялхуçалăх предприятийĕ уява хăйĕн юрă хорĕпе тухнă. Кунашкал хорсем е фольклор ансамблĕсем кашни çĕртех пулнă темелле.

Спорт ăмăртăвĕсенче те тăрăшсах вăй виçнĕ чăваш хресченĕсем. Ытти тĕрлĕ вăйăсемпе пĕрле Акатуйра яланах волейболла, футболла вылянă. Волейболистсемпе футболистсен командисем çав тери вăйлă пулнă. Мухтанас килмест те, анчах эп ертсе пынă "Октябрьский" хуçалăхăн футболисчĕсем ăмăртусене Чехословаки çĕршывне те кайса çÿренĕ. Тулли те интереслĕ пурнăçпа пурăнма тăрăшнă ун чухне.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 июня 2011
00:00
Поделиться