Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

"Хĕрлĕ автана" хирĕç тăма хатĕр

Карапаш енчи халăх яланах "хĕрлĕ автан" сиксе тухассинчен сыхланса пурăнма тăрăшать. Акă, ял хутлăх администрацийĕ тăрăшнипе пур ял тавра çереме сухаласа тухнă. Тĕп урамсенче вара инкек сиксе тухсан халăха пĕлтерме, пуçтарма пушар чанĕсем çакăнса тăраççĕ. Халĕ администраци тата хăйсен ирĕкĕпе ĕçлекен дружина членĕсем килĕрен çÿресе пушар сÿнтермелли ансат хатĕрсем пуррипе çуккине тĕрĕслеççĕ, ăнлантаруллă калаçусем ирттереççĕ. Кунсăр пуçне хутлăхăн пур ялĕсенче те халăх черетпе график тăрăх каçхи хурала тухать. Каласа хăвармалла, çак кунсенче хутлăх территорийĕнче вĕренÿ те иртнĕ. Вырăнти икĕ трактор (пĕри насослă, тепри мотопомпăллă) ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Н. Алаев сигнал панипе çийĕнчех кирлĕ вырăна çитнĕ. Темиçе минут хушшинчех вут-çулăма сÿнтернĕ. Çак вĕренÿ процесне район администрацийĕн граждăнла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру секторĕн заведующийĕ Н. Борисовпа районти пушар енĕпе тĕрĕслекен патшалăхăн тĕп инспекторĕ А. Сапожников сăнаса хак панă.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 июня 2011
00:00
Поделиться